Юлашки кун ​


Юлашки кун ​
Юлашки кун

Мы растем из земли, из всех ее нечистот,и все, что есть на земле, есть и на нас.
А. П. Платонов


Тĕттĕм пÿртри шăплăха чи малтан çÿлти кĕтесри серепене çакланнă шăна сасси пăсрĕ. Икĕ эрне ытла ĕнтĕ эрешмен выçăпа касăлать. Сахалланса юлнă шăнасем темиçе хут та унăн картине пырса çапăнчĕç, анчах серепе хуçи чупса çитиччен вĕçерĕнме ĕлкĕрчĕç. Шăтарса пĕтернĕ картана юсаса çирĕплетнĕ хыççăн канма тесе мăк çумĕнчи йăвине майлашăнса вырнаçнăччĕ çеç, систев çипписем тата хытăрах чĕтренме пуçларĕç. Куç хупса иличчен эрешмен йăваран тухса сирпĕнчĕ, урисемпе ыталаса, шăнана наркăмăшлă çăварĕпе çыртрĕ, çапах та кĕлеткине мар, çунаттине кăна тивертрĕ. Юлашки вăй-хăватне пуçтарнă шăна, пĕтĕм кÿлепипе силленсе, тăшманĕн ытамĕнчен хăтăлса тухма тапаçланчĕ, анчах çăмламас ал-урасем çирĕп тытрĕç. Эрешмен ку хутĕнче пулас апата пуçĕнчен çыртма хатĕрленнĕччĕ, шăп çав самантра ирхи хĕвелĕн пĕрремĕш пайăркисем хăрушă кĕтесе хăватлăн пырса çапăнчĕç. Эрешмен çухалса кайрĕ, хăранипе шăнана ытамĕнчен вĕçертрĕ те йăви еннелле чупма тапратрĕ, анчах çурма çулта чарăнса тăчĕ. Те хăрушă тăшманран хăтăлнă пирки, те хĕвел ăшши вăй панăран, мĕскĕн чун пĕтĕм кĕлеткипе пĕррех туртăнчĕ те эрешмен тепĕр хут чупса çитнĕ çĕре хăтăлма ĕлкĕрчĕ. Карта çинче шăна вырăнне шăтăк кăна тăрса юлчĕ.
1
Çурла пек курпунланнă кинеми

Каска çине тухса ларать пĕр тапхăр.

Каллех калать вăл çын илти-илтми:

Пĕччен килетпĕр, пĕчченех каятпăр…
Юрий Сементер


Чÿрече витĕр кĕрекен хĕвел çути хăрушă кĕтесрен стена тăрăх асăрханса шуса анчĕ те, кăмака çумĕнче çывăракан çынна тÿрех вăратас мар шутпа, тен, пралукпа явакланă тимĕр кравать çине ÿкрĕ, унтан вара çăм чăлха тăхăннă урасене ăшшăн сĕртĕнчĕ. Кравать вари тикĕссĕн курăнать, çавăнпа тĕссĕрленнĕ çÿхе утиял айĕнче çын çук тейĕн, кивĕ минтер çине сапаланнă сайра вăрăм çÿç кăна кунта ватă хĕрарăм çывăрнине систерет. Ирех вăраннă шăнасем хутран-ситрен вĕçсе иртеççĕ те, çимелли çукран, çын çумне çулăхаççĕ, утиял тăрăх йăпăртатса чупаççĕ, хăюллăраххисем, авă, тутăр айнех кĕрсе каясшăн. Хĕвел çути шуса пынă çемĕн выртакан çыннăн кĕлеткине, тутăрпа хупланă пуçне çепĕççĕн ачашларĕ. Хĕвел ăшши çан-çурăма куçрĕ пулас: утиял айĕнчен алă курăнчĕ, унтан выçăпа касăхнă шăна пек типшĕм кĕлетке йăшăлтатса тепĕр енне çаврăнса выртрĕ. Халĕ ĕнтĕ, тĕлĕннипе пулĕ, выртакан çын çине хĕвел пĕр хушă тинкерсе пăхрĕ. Ытла та пĕркеленчĕклĕ пит-куç, шăрăхпа таткаланнă тăмлă çĕр пичĕ евĕрех. Аллисем тата! Нумай вăхăт çумăршăн тунсăхланă сухаламан пахча тăпри пекех вĕсем. Канлĕх çук ватă хĕрарăма çывăрнă чух та: авă, муклашкаланнă тачка пÿрнисем çине-çине чĕтренеççĕ, пиçĕхсе хуралнă сăн-пичĕ, хĕвел тинкерсе пăхнăран-ши е йăпăркка шăнасем хутран-ситрен чупса иртнĕрен, тен, тĕлĕк курăннăран та пулĕ, пĕрре канăçсăррăн туртăнать, тепре пăчăрăнса илет. Хĕвел çывăракан çынна чăрмантарасшăн пулмарĕ, хăйĕн çутине карчăк çинчен ерипен-ерипен куçарса пычĕ те шуратнă кăмака çине ÿкерчĕ. Çав самантрах çурт çуталса кайрĕ, кашни япала уçăмлăн курăнма пуçларĕ. Çумăр аннăран йăрăм-йăрăм йĕрлĕ вырăсла кăмакапа платти пĕчĕк пÿртĕн тăваттăмĕш пайне йышăнаççĕ, çавăн чухлех – тĕпел кукри, чечеклĕ пуставпа çурри карнăскер. Тĕпелти çĕрĕшнĕ тĕттĕм кĕтесре мăк хушшипе хĕвел çути сăрхăнса кĕрет. Унта-кунта темиçе пукан. Тур кĕтесĕ айĕнче кивĕ клеёнкăпа витнĕ сĕтел курăнать. Сĕтел çинче çăкăр татăкĕсем выртаççĕ, ахаль татăксем мар, кĕвенте пек авăнчăкскерсем: çемçине кăшласа янă, хытти кăна юлнă. Юнашарах виçĕ литр кĕрекен хупăлчасăр кантăк банка. Тĕпĕнче те сĕт, те турăх, çиелте пÿрне хулăнăш кăмăска, кăмпаланса чечекленме те пуçланă; хырăмламас савăтран апат шырама кĕнĕ выçă шăнасем сĕрлесе вĕçсе тухни илтĕнет. Банка çумĕнче шыв тултарнă стакан ларать. Сĕтел çийĕнче, çÿçеллĕ катан пирпе хитрелетнĕ кĕтесре, пысăк тур сăнĕ чакăр куçĕсемпе карчăк çине шăтарас пек тинкерсе пăхать, пуçĕ йĕри-тавра, çурта çутман пулин те, аякранах асамлă ункă ялтăрать. Выçăхнă шăнасем çыртни йăлăхтарса çитерчĕ пулас çывăракан çынна. Акă вăл имшеркке аллипе пит-куçне сăтăрса илчĕ, унтан куçне уçрĕ те майĕпен тăрса ларчĕ, тур кĕтесĕ енне çаврăнса виçĕ хут пуççапрĕ. Путса кĕнĕ шывалнă куçĕсем стена çинелле тунсăхлăн пăхаççĕ. Унта кантăклă рама çакăнса тăрать. Кантăк айĕнче сарăхнă сăнÿкерчĕксем. Çĕнĕреххисем те пур. Упаленекен пĕчĕк мăнукĕ карчăк çине рама варринчен кулса пăхать. Акă тата тепĕр сăнÿкерчĕк. Пăлаки аппа çав мăнукĕпех, виç-тăват çула çитнĕскере çурнă çĕмĕрт айĕнче алăра тытса тăрать. Тепĕр ретĕнче – ывăлĕсем. Çук ĕнтĕ, вăл вăхăта каялла тавăрасси пулмĕ нихăçан та. Пĕр шутласан, ĕненес те килмест карчăкăн тахçан авал хăй те çавăн пек пĕчĕк пулнине, анчах ăс-тăнĕ ку тарана çитиех мĕн пулса иртнине çирĕп тытса тăрать, манма памасть. Мĕлтлетет хупнă куç умĕнче пулни-иртни. Аса илнĕ çемĕн Пăлаки асанне ларнă çĕртех çилпе тайăлакан йывăç пек енчен-енне чÿхенет. Шухăшлама çăмăлрах пулĕ капла…
2
Пике чĕри – хĕвел çинчи тюльпан –

Хитре шухăшпала татах илемлĕ.
Юрий Сементер


Тахçанах хĕр пулса çитнĕ Пăлаки тĕпел кукринче чуста çăрать. çирĕп аллине чавса таранах тарăн каткана чиксе ярать те темĕн пысăкăш чуста купи туртса кăларать. Каллех çăрать, çăрать. Сылтăм алă ывăнса та çитрĕ ĕнтĕ, анчах чуста хатĕр мар-ха. Сулахай аллипе тарланă çамкине шăлса илесшĕнчĕ Пăлаки, шăп çав самантра çенĕкре алăк сасси илтĕнчĕ. «Анюкпа Елюк е каскăн шăллăмсем», – шухăшларĕ вăл. Акă, пÿрте çын кĕни курăнчĕ. Кÿршĕ хĕрарăмĕ Татюк пулчĕ иккен. Тахçантанпах куç хывнă вăл пускил хĕрне. Пăлаки хăй те килĕштерет Татюк аппана, çавăнпа тепĕр чух çак тирпейлĕ хĕрарăм çамрăк хĕре шÿтлесе кин тесе чĕнсен те çилленмест, çилленме мар, вăтанса хăй ăшĕнче савăнать. Татюкăн ывăлĕ час-часах ăсатса ярать ăна, юрату çинчен калаçман пулин те, пĕр-пĕрне килĕштереççĕ вĕсем. Шăрпăк кирлĕ пулнă Татюк аппана, туянса хуни пĕтнĕ имĕш. Пăлаки чусталлă аллине хулăн çĕçĕ тÿрчĕпе кăштах тасатрĕ те шăрпăк илме кăмака ани патне çывхарчĕ. Кÿршĕ хĕрарăмĕ пулас кинĕ хыççăн тем шутпа хăюллăн тĕпеле иртрĕ. Акă вăл çаннисене вăр-вар тавăрчĕ те, витререн шыв ăсса илсе, касак катки çийĕнче аллисене çума тытăнчĕ. – Ан çиллен те, Пăлаки, эсĕ ытла та йывăррăн çăратăн чустана. Акă кур-ха, – çакăн пек каласа, йĕпе аллисене силлесе илчĕ те вăл хĕр çăвар уçма ĕлкĕриччен сылтăм аллипе чустана çавăрма та пуçларĕ. Мĕн каласси пур, пĕлсе çăрать Татю каппа чустана, анчах… Пăлаки хăй те çавăн майлах тăвать-çке. Çăкăрĕ те унăн аванах пиçет, тен, Татюк аппăшĕ пек хăвăрт çăраймасть пулсан кăна. – Куртăн-и ĕнтĕ мĕнлерех çавăрмаллине? Çăрнă чухне тата чустана пÿрнесем хушшипе пăчăртаса кăларма ан ман, – вĕрентсе каларĕ вăл, аллине кусарпа хырнă çемĕн. Нумай тăмарĕ Татюк аппа, шăрпăксене илчĕ те, тав туса, килне вĕçтерчĕ. «Нивушлĕ чустана япăх çăратăп вара? Килĕшмерĕ иккен эпĕ мĕнле ĕçлени Кĕркури амăшне», – пăшăрханса та тарăхса шухăшларĕ хĕр, çавах хăй, кÿршĕ хĕрарăмĕ вĕрентнĕ пек, чустана пÿрнесем хушшипе кăларма тапратрĕ. Пулнă темелле ĕнтĕ, анчах Алла тем муклашки перĕнчĕ те каллех çухалчĕ. «Мĕн амакĕ ку?» – канăçсăрланчĕ Пăлаки, муклашкана тупма тăрăшса. Шыранă япала юлашкинчен алла çакланчĕ-çакланчех. Туртса кăларчĕ те ăна хĕр пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса кайрĕ: ара, çăнăх хытти е чуста кăмăлчакĕ мар, ылтăн çĕрĕ пулса тăчĕ ку муклашка! «Ăçтан лекме пĕлнĕ-ха ку япала чуста ăшне? Тен, çăнăхпа пĕрле килнĕ вăл? Çук, аларăм вĕт-ха çăнăхне. Тен… Татюк аппа?..» – çиçĕм пек вĕлтлетрĕ шухăш. Пăлаки нихăçан та илтмен-çке Татюк аппан ылтăн тавраш пур тенине. Чуста çăрнă чухне тухса ÿкнĕ ĕнтĕ çĕрри. Юри те хăтланма пултарнă кÿршĕ хĕрарăмĕ. Пулас кинне тĕрĕслесшĕн мар-и вăл? Никам та мар, Кĕркури амăшех е çухатса, е ятарласа ÿкерсе хăварнă… Аллине йăпăр-япăр çурĕ те хĕр кÿршĕ патне васкарĕ, пĕр вăтанмасăр çĕрре ун умне кăларса хучĕ: – Татюк аппа, сирĕн çĕрре чуста ăшĕнче тупрăм. Шыраса хăшкăлтăр пулĕ? – Ай, турăçăм, сан патра çухатса хăварнă-и эпĕ ăна? Тавтапуçах, кинĕм. Кин тесех чĕнеп ĕнтĕ, ан çиллен. Чăн та, шыраса тинке тухатчĕ, ватăлтăм вĕт, нимĕн те астумастăп. Япала ăçта хунине манса каякан пултăм, – чее куçĕсемпе ăшшăн пăхрĕ вăл Пăлаки çине. Çав çулах, кĕркунне, уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен, Пăлаки чăннипех Татюк аппăшĕн кинĕ пулса тăчĕ. Туй пекки те туса ирттерчĕç вĕсем, пĕчĕк туй, вăй çитнĕ таран. Качча тухнă хыççăн Пăлакин пурнăçĕ çăмăлланма мар, пушшех те йывăрланчĕ. Пăянамăшĕ кĕçех çут тĕнчепе сывпуллашрĕ. Халĕ ĕнтĕ икĕ хуçалăхри темĕн чухлĕ ĕç çамрăк хĕрарăм çине тиенчĕ. Кам пулăштăр ăна, пĕчĕклех тăлăха юлнăскере?

3
Тăлăх турат пуличчен,
Хăрăк турат пулас та…
М.Фёдоров


Вуниккĕ тултарманччĕ вăл, амăшĕ чирлесе хĕне кайрĕ те çур çултанах çĕре кĕчĕ. Ашшĕ, тĕреклĕ арçын, атăçă, çĕçĕ вырăнне хулăн чĕрнипе сăран касаканскер, йывăр хуйхăна тÿсеймесĕр ухмаха тухма пуçларĕ, виçĕ хĕрĕпе икĕ ывăлне пăрахса хăварса, аякри чиркĕве тăтăшах çÿреме тытăнчĕ. Икĕ хут шалкăм çапнă хыççăн ашшĕн кĕске ĕмĕрĕ татăлчĕ. Вунпилĕк çул тултарнă Пăлаки тăватă ачапа тăрса юлчĕ. Малашне ĕнтĕ вăл вĕсемшĕн ашшĕ те, амăшĕ те. Пĕтĕм кил-хуçалăха пĕччен тытса пыма лекрĕ. Чăн та, вунă çулхи Анюкпа саккăрти Елюк вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшрĕç, анчах выляс та килет вĕсен. Тепĕр чух тухса каяççĕ те урама кил тĕлне те пĕлмеççĕ, кунĕпех касакра. Патак та леккеленĕвĕсене çавăншăн. Вĕренме тÿр килмерĕ Пăлакие, ликбеза уйăха яхăн çеç çÿрерĕ вăл, ни вулама, ни çырма вĕренеймерĕ, вĕреннĕ пеккине манса пĕтрĕ вăхăт шунă çемĕн. Ялсенче колхоз йĕркелеме пуçласан, Пăлаки ним иккĕленмесĕр çырăнчĕ унта: выльăххи-чĕрлĕххи çук, çурт-йĕр йăтăнса анас майлах, çĕрĕ те питĕ сахал. Колхозра ĕçлесе кăштах çăкăрлă пулнăччĕ вĕсем, анчах ларса канма та вăхăт çукчĕ. Икĕ йăмăкĕпе икĕ шăллĕ те канăç памарĕç, вĕсене те ура çине тăратмалла. Хĕр пулса çитнĕ Анюкпа Елюк вăтăрмĕш çулсенче иккĕшĕ те оргнабор йĕркипе Мускав стройкисене çакланчĕç, тăван килте чи кĕçĕннисем, Сантăрпа Ваçли, кăна юлчĕç. Вăрçă тапранас умĕн ахăр самана пуçланчĕ, сумлă-ятлă çынсене тыта-тыта кайрĕç. Вĕсен хушшине, кам шутланă, юратнă шăллĕ Сантăр та çакланчĕ…

4
Двести уж дней,

Двести ночей

Муки мои продолжаются…

Н.А.Некрасов


Выçăпа касăхнă хырăм сурса ыратни карчăкăн асаилĕвĕсене малалла тăсăлма кансĕрлерĕ. Пăлаки енчен-енне сулкаланма пăрахрĕ те пуçне ерипен çĕклерĕ, куçĕсем сĕтел çинчен каймарĕç. Çиес килни виçĕмкунах иртсе кайнăччĕ ĕнтĕ, Пăлаки кинемей хырăм йăшканине халĕ тин тепĕр хут туйса илчĕ. «Мĕн те пулин çăвара хыпмаллах, ахаллĕн тăрайми те пулăп», – шухăшларĕ вăл, сĕтел патне çывхарма хатĕрленнĕ май. Карчăк краватрен çаклатнă çекĕллĕ туйине илчĕ те, ун çине пĕтĕм кĕлеткипе тайăнса, юнашар пукан çине хулен шуса ларчĕ. Сывлăш кăшт çавăрса илнĕ хыççăн ик-виç утăмри тепĕр пукана çеклипе çаклатрĕ, хăй çумне туртса çывхартрĕ. Халĕ ĕнтĕ вăраххăн-вăраххăн куçса ларма та пулать ун çине. Икĕ пукана черетлĕ ылмаштарса, пĕрин çинчен тепри çине шуса пырса, Пăлаки карчăк пĕр çур сехетрен сĕтел патне çитрĕ. Кĕвенте пек авăк çăкăр хыттине стаканри шыва чĕтрекен аллипе майĕпен путарса ислетрĕ, кайран шăлсăр çăварĕпе ĕмкĕчĕ ĕмнĕ пек ĕмме пикенчĕ, анчах хыр тăрне кайнă хырăма улталани кăна пулчĕ ку. Мĕн тăвас тен, çимелли урăх нимĕн те çук. Банка тĕпĕнче турăх пур-ха та – ăна çиме хăрамалла-çке: кăмпаланса та пĕтнĕ вăл, аван мар шăршă та кĕрет унран. Карчăк çăкăр татăкĕсене ислетсе йăлт çисе ячĕ, стакан тĕпĕнчи шыв та юлмарĕ. Халĕ ĕнтĕ, пукансем пулăшнипе, вырăн патне каялла çитесси çеç юлчĕ. Эх, мăнтарăн урисем! Ача чухне Пăлакие вĕсем вăшт кăна пĕр çĕртен тепĕр çĕре илсе çитеретчĕç, пĕчĕк тиха пек чупатчĕ ун чух хĕрача. Хĕр пулса çитсен вара хăйĕн яштака та тулли урисене арçынсем тĕмсĕлсе пăхнине пĕрре мар асăрханă вăл. Халĕ тесен, шăммипе тирĕ юлнă кĕлеткене те пулин йăтса çÿреймеççĕ-çке вĕсем. Çулталăка яхăн нушаланать Пăлаки аппа ура ыратнипе. Туя пулăшнипе майĕпен çÿрекелетчĕ малтан, халĕ акă, юлашки уйăх, утаймиех пулчĕ. Тухтăр патне çÿремен вăл, хăйех сипленкеленĕ вĕри мунчара. Юман çулçи, сухăрлă вĕлтĕрен, тикĕт курăкĕ, йÿç кăшман тата ытти тĕрлĕрен ÿсентăран пулăшнă ăна. Тĕпсакайĕнче кăшман та, çенĕкре каштаран çакнă арăмути курăкĕ те, хутаçра упранакан çăка çеçки те, типĕтсе хунă тĕрлĕрен наркăмăшлă кăмпасем те çителĕклех Пăлаки карчăкăн; çывăхри вăрманта усăллă курăксем çитĕнеççĕ – пуçтарса çÿреме ан ÿркен. Сывалма та майĕ пур, анчах тăр пĕччен юлни хупларĕ ăна. Пĕртен-пĕр кушакĕпе чăххисем те килтен сивĕнчĕç, апат шыраса таçта кайса çухалчĕç. Нÿхрепе анса çĕрулми илсе тухма та пултараймасть халĕ чирлĕ хĕрарăм. Ура сыпписем чăтма çук сураççĕ, чĕркуççи шăммисем чиксе ыратаççĕ. Тепĕр çур сехетрен карчăк, пукансем тăрăх шукаласа, кравать патне çитрĕ те, икĕ аллипе туйи çине тайăнса, вырăн çине майлашăнса ларчĕ. Шухăшсем ăна каллех пулса иртнĕ вăхăта илсе çитерчĕç.

5
Пĕлеп: пĕри канмасăр вĕрчĕ-сурчĕ,
Тискер элек сарса кăларчĕ пăс.

Юрий Сементер


Сантăр шăллĕ пĕчĕкренех ÿкерме, тĕрлĕрен теттесем тăмран йăваласа тума юрататчĕ. Хут-кăранташ çукран кăмрăкпа ăçта кирлĕ унта хурататчĕ, хăмасем çине кайăк-кĕшĕк кĕлеткисене, выльăх-чĕрлĕх утни-чупнине пурăпа чиперех ÿкеретчĕ. Ялти кашни ача аллинчех Сантăр ăсталанă шăхлич, е пукане, е урăх тĕлĕнтермĕш тетте курма пулатчĕ. Килĕнче вара çамрăк ăстаçă кашни юпа тăррине йывăçран касса кăларнă чĕрчун кĕлеткисене вырнаçтарса тухнăччĕ. Хут-кăранташ тупăнсан, çынсене те кулăшла сăнарлатчĕ. Тепĕр чух пĕрле пуçтарăнса çемйипех пăхатчĕç Сантăрăн ÿкерчĕкĕсене. Кулăшла сăн-питсем хушшинче ялти çынсене палласа илетчĕç те ахăлтатса кулатчĕç. Каччă пула пуçласан та Сантăр ÿкерме, калăпăшлă япаласем ăсталама пăрахмарĕ. Пĕррехинче, кĕрхи ĕçсем пĕтсен, шăллĕ темиçе уйăх хушши йывăçран темскер ăсталарĕ. Якатса хитрелетнĕ каска пуканĕ евĕр йывăç сыпписем картишĕнче темĕн чухлĕ пуçтарăнчĕç. Кайран вĕсенчен ăстаçă, кăмака купаланă пек, пысăк лаша кĕлетки майлаштарчĕ. Куç умĕнчех юмахри урхамах çуралчĕ. Малти урипе вăл çĕре кукалет, хитре мăйне авса тулхăрать, çăра çилхи çилпе вĕçет, вăрăм хÿри çÿле çĕкленнĕ. Сиксе утлан та ĕрĕхтер уй-хир тăрăх, сиктер тусем урлă. Ўксе кăна ан юл. Вĕсем патне пыман çын та юлмарĕ ун чухне. Пурте лаша курма кĕретчĕç. Кам савăнса, кам ăмсанса, кам тĕлĕнсе пăхатчĕ урхамах çине. Каярахпа йывăç кĕлеткене Сантăр колхозăн тимĕрçĕ лаççи умне вырнаçтарчĕ. «Уçăр лаççăра, урасене таканлаттарма килтĕм», – калатчĕ пек тулхăракан лаша. Сантăрăн савăнăçĕ нумая пымарĕ. Çав çулах ăна такам элекленипе тытса кайрĕç. Сăлтавĕ, халĕ шутласан, кулăшла та, ун чух вара çынна Çĕпĕр çĕрĕнче çĕртме çителĕклех пулнă. Те ăмсанчăк, те курайман, те шăлйĕрен, те сăтăрçă çын никам курман чух урхамахăн çĕкленнĕ хÿри айне, юр çине, хаçатпа чĕркесе пĕр купа пăсланакан лаша каяшĕ илсе килсе пăрахнă, çăварне çĕрме пуçланă ыраш улăмĕ хыптарнă. Хаçачĕ ахаль хаçат мар, халăхсен ашшĕн пысăк сăнÿкерчĕклĕ хаçат пулнă. Иртсе çÿрекен çынсем, камит курма пуçтарăннă пек, сырса илнĕ урхамаха, шăл йĕрнĕ, хырăм ыратиччен кулнă, анчах тахăшĕ хаçатри сăнÿкерчĕке асăрханă та кулма чарăннă. Ыттисем те шăпланнă. Тепĕр самантран урхамах çывăхĕнче никам та юлман, çылăха кĕриччен пурте тарса пытанма васканă. Пĕтĕм айăпĕ вара Сантăр çине тиеннĕ: унăн шухăшĕ, унăн урхамахĕ, апла пулсан, кулăшĕ те унăннах. Çапла çухатрĕ çамрăк пуçне пултаруллă йĕкĕт. Те персе вĕлерчĕç, те Çĕпĕрте çĕртрĕç – халĕ те пĕлмест Пăлаки шăллĕн шăпийĕ çинчен.

6
Çут черккене эп тытăп-ха аван,

Анчах хама тытайăп-ши кайран?

Юрий Сементер


Вăрçă пуçлансан, упăшкине тÿрех фронта илсе кайрĕç, тепĕр уйăхран кĕçĕн шăллĕн те ячĕ тухрĕ. Çулталăкран упăшкин вилнĕ хучĕ килчĕ, Ваçли вара хыпарсăр çухалчĕ. Вăтăртан иртнĕ Пăлаки икĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлчĕ. Мĕнпур арçын ĕçĕ ун çине тиенчĕ. Темĕн чухлĕ тăрмашсан та, пурнăç йÿнеçсе пымарĕ. Пахчари çĕрулмипе çеç тăранса пурăнчĕç вĕсем. Çăкăр çулламалăх кăначчĕ. Пĕррехинче, бригадиртан ирĕк илсе тата пĕлекен çынсем сĕннипе, ашшĕпе упăшкинчен юлнă атă-пушмак, сăран, çипуç тавраш пуçтарчĕ те, ачисене кÿршĕсем патĕнче хăварса, Пăлаки Атăл тăрăх пăрахутпа Хусана çитрĕ. Телейĕ пулчĕ-ши унăн е турри пулăшрĕ нушаллă хĕрарăма, Хусан пасарĕнче Пăлакин таварне илекен çын тÿрех тупăнчĕ. Этемми уксахласа утать пулин те, салтак тумĕ ăна, çÿллĕскере, сарлака çурăмлăскере, питĕ килĕшет. Тĕссĕрленнĕ пилотка айĕнчен кĕске кастарнă сарă çÿçĕ курăнать. Пысăк куçĕсем сенкер тÿпе пек хăйсен асамлăхĕпе илĕртеççĕ. Вырăсла калаçаканскер, Пăлаки Шупашкар енчисем пулнине пĕлсенех, чăвашла яра пачĕ. Хăвăрт паллашрĕç вĕсем. Çĕрпÿ чăвашĕ иккен, Якур ятлă. Хытă аманнă хыççăн ăна Хусанти çар госпитальне пуйăспа ăсатнă. Сывалса çитеймен-ха вăл, хытах уксахлать. Сывалнă вăхăтрах госпиталь çумĕнчи мастерскойра атăçă пулса ĕçлет тата. Утма пуçласанах, тухтăр ирĕк панăран, пасара çÿреме тапратнă вăл, мастерской валли тĕрлĕрен сăран, кивĕ атă-пушмак туяннă. Якур çамрăк хĕрарăма пасарпа юнашарах вырнаçнă госпитале ертсе кайрĕ, хăйĕн ĕç вырăнне кăтартрĕ, кайран вĕри апатпа хăналарĕ. Хитре сăн-сăпатлă, чăмăр та яштака ураллă çамрăк хĕрарăм килĕшрĕ пулас Якура, атăçă питĕ савса пăхрĕ Пăлаки çине, шав калаçтарчĕ ăна. Юлашкинчен, пасарта калаçса татăлнă пекех, пушаннă миххе илчĕ те столовăйа кĕрсе çухалчĕ. Кĕçех пĕр пысăк кутамкка çăкăр сĕтĕрсе тухрĕ вăл. Çурри – çемçе çăкăр, çурри – сухари. Госпиталь начальникĕ Якура аллисем ылтăн пулнăшăн питĕ хисеплет имĕш, тата уйăха яхăн сывалмалла иккен салтакăн, анчах начальник тем тума та пĕлекен ăстаçăпа сывпуллашма васкамасть. Якур шантарнăран Пăлаки Хусана тепĕр хут çăкăр патне килме сăмах пачĕ. Вăйпитти хĕрарăмччĕ ун чух Пăлаки. Пĕр михĕ çăкăра ним мар кутамккаласа йăтса çитерчĕ выçă ачисем патне. Çапла йăл илчĕç вĕсем. Икĕ эрнерен Пăлаки каллех Хусана çитрĕ. Питĕ тарават кĕтсе илчĕ ăна Якур, госпиталь начальникĕ пулăшнипе çамрăк хĕрарăма хăна çуртне вырнаçтарчĕ, каçалапа хăй те çитрĕ Пăлаки патне, пушă алăпа мар, кучченеçпе. Пĕрер черкке эрех ĕçнĕ хыççăн (нихçан ĕçменнине кăмăлшăн, тĕрĕсрех каласан, çăкăршăн ĕçмелле пулчĕ) Якур хĕрарăма «мăшăрăм» тесе чĕнме пуçларĕ. Госпиталь начальникне те арăм килчĕ тесе суеçтернĕ вăл. Ахаллĕн çĕр каçмашкăн вырăн ниçта та памаççĕ имĕш. Вăйпа хистенĕрен иккĕмĕш черккене те тĕппипех ĕçсе яма тиврĕ çамрăк хĕрарăмăн. Выçăллă-тутăллă пурăннăскер, инçе çулта хытă ĕшеннипе, Пăлаки çиме те ĕлкĕреймерĕ – ӳсĕрĕлчĕ. Мĕнле çывăрма выртнине те астумасть, сывлама йывăррипе çĕр варринче вăранса кайрĕ вăл. Каçса кайсах чуптăвать ăна Якур. Иккĕшĕ те çипуçсăр. Пăлакин пуç çаврăнать, Якура сирсе ывăтма вăйĕ те, кăмăлĕ те çукчĕ… Кăвак çутăпа тин кăтăш пулчĕ вăл тепĕр хут. Вăрансан вара тӳрех сĕтел çинчи кучченеçсем куçа тăрăнчĕç: икĕ çаврака чăкăт, хаклă йышши кăлпасси, консервăланă аш-пăш, сахăр, çăнăх пек вĕтĕ тăвар, çăкăр, çăкăр… Хури те, шурри те. Ăçтан тупма пултарнă Якур çавăн чухлĕ пурлăх? Авă, хăй те хĕвел пек çиçсе пăхать тĕлĕннĕ хĕрарăм çине. Хăна çуртĕнчен тухнă чухне Пăлакие хирĕç самăркка сарă майра алли-урисене чаркаласа васкамасăр утса пыратчĕ. Шăтарас пек тинкерсе пăхрĕ вăл чăваш хĕрарăмĕ çине. Çав сарă майра госпиталь çумĕнчи столовăй заведующи пулнине, Якур унпала арлă-арăмлă пурăннине, ӳт илме пуçланă суранне еркĕнĕ ăс панипе темĕнле имçампа сăтăрса ашлантарса янине, çапла майпа вăрçăран хăтăлса юлнине, тăван йăмăк курма килнĕ тесе, ăна валли иккĕшĕ пĕрле чаплă кучченеçсем хатĕрленине Пăлаки кайран, çулсем иртсен тин, ӳсĕр упăшки мухтанса калаçнинчен пĕлчĕ. Тăхăр уйăхран салтак арăмĕ ывăл çуратрĕ. Ӳсĕрле тунăран пулĕ, Павăл, тĕреклĕ пулсан та, ăс енчен катăкрах çитĕнчĕ, калаçма та тăватă çулта тин вĕренчĕ… Якур посылкăпа апат-çимĕç ярсах тăчĕ, вăрçă чарăнсан вара хăй те персе çитрĕ. Ял халăхĕ, малтан тĕлĕнсе шавлаканскер, кайран шăпланчĕ. Якур тăрăшнипе Пăлаки çулталăкран тата тепĕр хĕрача çуратса пачĕ…

7
Пĕччен пурнăç пурнăç мар.

Ваттисен сăмахĕ


Тем нăйкăшни хăлхана пырса перĕнчĕ те, карчăк енчен-енне сулкаланма чарăнчĕ. Пуçне çĕклесерех сасă илтĕннĕ еннелле тинкерсе пăхрĕ. Ватă пулсан та, куçĕсем çивĕч-ха унăн. Мачча çумĕнчи кĕтесре эрешмен карти курăнать. Шăна çакланнă иккен. Авă, эрешменĕ чупкалать, анчах шăни вĕçерĕнсе тарчĕ пулас: нăйкăшни илтĕнми пулчĕ, серепи те силленмест урăх. Эх, апăршша, кашни чĕрчун çиесшĕн вĕт-ха, кашни хурт-кăпшанкăн мĕнле те пулин пурăнас килет. Çăкăр ĕмни хырăма йĕкĕлтени кăна пулчĕ. Пăлаки каллех çиес килнипе аптăрарĕ, йăшкать те йăшкать шалтан. Чĕре суриллĕх апат тупса хатĕрлеме вăй-хал çитмест-çке. Тупма пулĕ-ха, сывлăх çукки пĕтерет. Тепĕр тесен, сывлăхĕ те чиперех ватă çыннăн: куçĕсем çивĕч, вар-хырăмĕ лайăх ĕçлет, ăс-хакăлĕ йĕркеллех, урисем çеç итлемеççĕ. Вĕсене те сыватма пулать – пулăшу çук. Кÿршĕ хĕрарăмĕ Кĕтерук кĕркелесе тухаканчĕ. Темшĕн-çке вăл кĕттерет, килмест те килмест. Темиçе эрне иртрĕ ĕнтĕ кунта юлашки хут пулнăранпа, мĕн те пулин ĕçме-çиме кÿрсе хăвараканччĕ. Манчĕ пулĕ-шим? Е такама урăххине шанать вăл? Çапла пулĕ, чăн та, çапла пулĕ. Ял вĕçĕнче тăвансем пурăнаççĕ, вĕсен пулăшмалла та – пулăшмаççĕ. Кĕтерук вара – ют çын, аса илмесен те пултарать. Ачамсем пĕлме кирлĕ вĕт-ха эпĕ утайманнине, илтнех ĕнтĕ, вĕçтерсе çитесчĕ вĕсен хуларан. Çук, кĕтнĕ чух килмеççĕ вĕсем. Епле-ха эпĕ ватлăх кунра тăр пĕччен тăрса юлтăм? Мĕншĕн сивĕнчĕç ачамсем тăван килтен? Пăлаки, йывăр чух кăна турра асăнаканскер, тур кĕтесĕ еннелле пăхса, пуçне хулен çĕклерĕ те темиçе хут çине-çине сăхсăхрĕ, манса пĕтме пуçланă кĕлĕ сăмахĕсене çурма саспа каларĕ. Инçетрине куракан куçĕсем каллех кĕтесре эрешмен мĕкĕлтетнине асăрхарĕç. Шăтăк картине юсать пулас, кускалать унталла-кунталла. Акă, çиппе кăкарнă пĕчĕк муклашка сереперен уйрăлчĕ те майĕпен ана пуçларĕ. Нумай та анмарĕ, çиппи татăлнăран, çĕре ÿкрĕ. Хуçи кил-çуртне тирпейлет иккен, типнĕ шăна виллине кăларса пăрахать авă. Пĕчченех ĕçлет эрешмен, пĕчченех хăйне-хăй тăрантарать, ăна никам та кирлĕ мар. Пăлаки пĕччен аптăрарĕ çав. Пĕччен пурнăç пурнăç мар. Ачисем те пĕлеççĕ пулĕ-çке хăраххăн пурăнма йывăррине. Пĕлеççĕ те – аса та илмеççĕ.

8
А знаешь ли, что я, беспутная, без тебя делала!
А.Н.Островский


Вăрçă хыççăн пурнăç çăмăлланасса шанса тăратчĕ халăх, анчах пурăнма йывăрлансах çитрĕ. Ял çыннисен çиме çăкăрĕ те çукчĕ. Кашни кун колхоз ĕçне çÿренĕ, çапах та пĕр пус кĕсъене кĕмен, çулталăкра Пăлаки ик-виç пăт ыраш ĕçлесе илнĕ. Пăхпа пĕрле чун тухмасть, теççĕ чăвашсем. Тĕрĕс калаççĕ. Пурăннă нушаланса, кĕлмĕçрен те япăхрах. Ашшĕ вырăнне ачисем ĕçленĕ. Ĕçкунне Якур ячĕпе çыртаратчĕç. Ашшĕ вара, алли-ури пултарнăран, арçынсемпе эртелленсе, инçетри ялсене платнике тухса каятчĕ. Ĕçлесе илнĕ укçине киле çитиччен, йывăр тăпри çăмăл пултăр та, ĕçсе яни пĕрре кăна мар пулнă, ĕçсе ямасан, хăйĕн аллинчен вĕçертмен. Аякри ялсенче платникре ĕçлесех Якур çемьерен сивĕнчĕ, урăх хĕрарăмсемпе явăçма тапратрĕ. Мĕн тăвас тен, чăтатчĕ Пăлаки. Çырăнмасăрах пурăнатчĕç вĕсем. Юратнă-ши вăл упăшкине? Темле çав… Тепĕр чух, аван вăхăтра, кăмăллани çеç пулнă пулĕ. Çавна сиссех-ши, ялти бригадир, Кавĕрле, ун патне час-часах кĕркелетчĕ. Яштака вăрăм та хитре арçын. Кам ăна килĕштермĕ? Якур çав вăхăтра платникреччĕ, ачисем – касакра. Чăтаймарĕ Пăлаки – çылăха кĕчĕ. Вăрттăн юрату иккĕшне те питĕ килĕшрĕ пулас, кун сиктермесĕр улаххăн тĕл пулма тытăнчĕç. Кавĕрле Кĕркурипе Якуртан урăхла, тулли кăмăлтан, хĕрарăмри çынлăха хисеплесе саватчĕ, çавăнпа хĕрĕхсене çывхарса пыракан Пăлакин пĕрремĕш хут хĕрÿ туйăм çуралчĕ. Анчах тем пек сыхлансан та вĕсен вăрттăнлăхĕ çинчен каярахпа сăмах тухрĕ-тухрех. Сăмах кăлараканĕ вара никам та мар, Пăлакин аслă ывăлĕ Мĕтри пулчĕ. Вĕсем кăнтăр кунĕнчех савăшатчĕç. Якур инçетре, ачисем хырăм выçмасăр та кил тĕлне пĕлмеççĕ. Яланхи пекех Кавĕрле ун чух çырма тăрăх пахчапа хăпарчĕ. Никам та асăрхаман ăна. Кÿршĕ-аршă кĕресрен хăраса, алăксене сăлăппа çын уçмалла мар питĕрчĕ те пÿрте кĕчĕ. Çамрăкланса кайнă Пăлаки хĕвел пек çиçсе кĕтсе илчĕ ăна. Сутма тесе ачисене çитермесĕр пухса пынă çăмартаран теçеткене яхăн юратнă арçынни валли шаритлерĕ, пĕрер черкке сăмакун ĕçрĕç. Чÿречисене карнă, никам та курас çук вĕсене. Кавĕрле вăйлă аллисемпе тулли кăкăрлă херарăма пиçĕ пилĕкрен тытса хăй çумне пăчăртарĕ те кăмака çумĕнчи кравать çине йăтса хучĕ…

9
Снова из нас он похитил двоих на ужасную пищу.
Гомер

ФЗО йĕркипе вĕрентмешкĕн ял ачисене вăйпах инçетри хуласене ăсатма тытăнчĕç. Хăрама хăнăхнă ашшĕ-амăшĕсем влаçа хирĕç çăвар уçман пулин те ят тухнă ачи-пăчине май килнĕ таран пытарма тăрăшнă: е тăванĕсем патне урăх яла ăсатнă, е юриех тарса çÿреме ирĕк панă. Пăлакин аслă ывăлĕ те, амăшĕ асăрхаттарнă хыççăн, çын куçĕ умне пулас мар тесе, ирех килтен тухса шăвăнчĕ. Анкарти çумĕнчи пĕве хĕррине мар, ялтан пилĕк çухрăмра вырнаçнă кÿлĕ патне ятарласа васкарĕ Мĕтри. Юнашарах вăрман. Сулхăна вырнаçса ларчĕ те вăл ылтăн хупăллă карпсене кĕçех çине-çине туртса кăларма тытăнчĕ. Пиçи-пиçми пĕçернĕ çĕрулми касăкĕсене вăлта çине тирме ĕлкĕр кăна. Пулă ăнса кĕнĕрен, Мĕтри сыхă пулмалли çинчен маннă кайнă. Çурăм хыçĕнче хăрăк турат шартлатса хуçăлсан тин каялла вăртах çаврăнса пăхрĕ. Ял Совет секретарĕпе темĕнле милиционер, хулпуççи урлă сăран сумка çакнăскер. Ик енчен хупăрласа пыраççĕ. Секретарĕ, кÿршĕ ял çынни, Василь Палччă ятлăскер, аллине вĕрен тытнă. Вунă утăм çеç юлнă Мĕтрипе вĕсен хушши. Ăçта тарас? Нумай шухăшласа тăмарĕ çамрăк ача, пулу-качку, пĕррех сикрĕ çырантан тарăн кÿлле. Çийĕнчи пĕртен-пĕр лапрашки пир йĕмĕ чăрмантармарĕ ăна. Туххăмра ишсе каçрĕ вăл тепĕр енне. Вăйпитти арçынсем кÿлĕ тавра çаврăннă çĕре, Мĕтри вăрман çумĕпе çырма урлă тăван ял патнелле талпăнчĕ. Милиционерпа секретарь арçын ачана хыçран хăваласа пычĕç, анчах яла çитеспе куçран çухатрĕç. Мĕтри вара, пĕчĕк ялти кашни кил-çурта лайăх пĕлекенскер, кÿршисен аслăкĕ çинчи улăм ăшне шăши пек пытанса выртрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, урам алăк сасси илтĕнчĕ. – Хам куçпа хам куртăм: пахча урлă каçса çакăнта кĕчĕ,– янратса калаçать пĕри. Мĕтри палларĕ ку çынна уçă сассинчен – районтан е Шупашкартанах килнĕ уполномоченнăй, Куçма Петровччă. Пĕлтĕртенпех тустарать вăл çак таврари ялсене. – Василий Палыч, эс аслăк çинче шыра. Кузьма Петрович, Эсир вара витепе ÿплене кĕрсе пăхăр, эппин. Эпĕ мунчине тĕрĕслĕп, – хăй ĕçне пĕлнĕрен хăюллăн хуçаланма тытăнчĕ тепри. «Пĕлет ăçта шырамаллине, мур илесшĕ, – милиционера тарăхса шухăшларĕ Мĕтри. – Эпĕ пытаннине уполномоченнăй сăнаса тăнă иккен. Эх, ăна пĕлнĕ пулсан…» Мĕтри хăйне тытасран халĕ тин хăраса ÿкрĕ. Чунĕ чĕрне вĕçне çитнĕрен, улăм ăшне шаларах та тарăнрах тапаçланчĕ. Секретарь аслăк çине хăпарма тытăнсан, чĕрĕп пек пăчăрăнса выртрĕ. Акă, йывăррăн пусса утать улăм çинче сăран атăллă Василий Палыч. Чарăнса тăрать те шăплăха тăнласа итлет, унтан улăм ăшне темĕн тăрăнтарать. «Сенĕкпе пусса шырать…», – тавçăрса илчĕ Мĕтри, тата хытăрах хутланса. Ĕнтĕ çывăхрах чашăлтатнă сасă. Улăм пусăрăннă çемĕн пусăрăнчĕ, сенĕк юппи купарча хĕррине яштах тăрăнчĕ те витĕр тухрĕ. Çамрăк ача кĕçех кăшкăрса яратчĕ, анчах чăтма çук ыратнăран ыраш улăмне çăвар тулли çыртни хăтарса хăварчĕ ăна. Юнпа йĕпеннĕ йĕм пĕç-каçа çыпçăнать. Сенĕк юппи те юнланнах, аслăк çинче чылаях тĕттĕм пирки çеç секретарь нимĕн те асăрхаймарĕ пулас, çавăнпа вараланнă сенĕке улăм ăшне чике-чике хăй сисмесĕрех тасатрĕ. – Каттăршнăй ачи, йĕп пек çухалчĕ. Ниçта та çук, – тарăхса калать килкартинче Куçма Петровччă. – Инçех тарман вăл, тен, çĕрулми ани хушшинче пытанса выртать. – Атьăр, тухса шырар. Калаçнă сасă куçса пычĕ те пахчара çухалчĕ. «Шырăрах, çĕрулми çеçки питĕ парка, ани пысăк»,– савăнса шухăшларĕ Мĕтри, улăм айĕнчен упаленсе тухнă май. Суранне амăшне çыхтарас тĕллевпе тепĕр минутран вăл урампа хăйсен тĕлне çитрĕ, анчах урам алăкне шалтан питĕрнĕ, чÿречисене карнă. Амăшĕ таçта кайнă пулинех. Юнĕ сăрхăннине пăхмасăр, çамрăк ача сапур урлă кушак пек шăв-шавсăр каçрĕ те çенĕк алăкне тĕксе пăхрĕ. Каллех шалтан питĕрнĕ. Амăшĕ çывăрма выртнă-ши, е чи кĕçĕнни, тин çеç утма пуçланă Маруç, алăка вылямалла çаклатнă? Шаккас темерĕ Мĕтри, таркăн хăвалакансем çаплах шыраççĕ пулĕ-ха ăна, хапха тăрринчен куçса пÿрт витти тăрăх хăпарчĕ, унтан, карнисран тытса, урам енчи кантăксăр пĕчĕк чÿречерен хĕсĕнсе кĕчĕ те мачча çине анчĕ. Хĕрсем патне улаха çÿренĕ чух усă курать Мĕтри çак çула. Ашшĕ яланах, хăй килте чух, выртас умĕн хапха алăкне питĕрсе лартать, ывăлĕ вара пĕчĕк чÿречерен кĕрет те мачча çинчех çывăрать. Кунтан çенĕке анма питĕ çăмăл: кĕтесре тайăнтарнă пусма яланах хăй вырăнче тăрать. Пÿрт алăкĕ умĕнче çеç çамрăк ача ирĕксĕрех чарăнса тăчĕ. Шалтан сетка хытă чĕриклетни тата канлĕн йынăшни илтĕнет, ахăртнех, Маруç кравать çинче сиксе вылять. Мĕтри алăка уçрĕ те шалалла иртеймесĕр шак хытса тăчĕ. Маруç мар-ха ку. Çăмламас арçын унăн амăшне хĕстерсе лартнă та сиктерет кăна. Хĕрарăмĕ тулли урисене арçынĕн хулпуççи çине хăпартса хунă, куçĕсем хупă. Сăн-пичĕ çăтмахри çыннăн пекех пулĕ: çав тери телейлĕн, канлĕхпе ырлăх ăшне путнăн курăнать. Ывăлĕ каялла туртăнчĕ, шăп çав самантра амăшĕ куçне уçрĕ. Сăн-пичĕ сасартăк кĕлеткипе пĕрле çăтмахран тамăка çакланчĕ тейĕн: халĕ ĕнтĕ ырлăх мар, çав тери хытă хăраса ÿкни те, тарăхни те палăрчĕ ун çинче…
10
Пĕрне-пĕри вакка яма хăтлантăмăр.
Ўксе арканнă кантăк пек ваклантăмăр,

Пуçа инкек килсе çапсан кăна

Пирте пĕр юн вылянине ăнлантăмăр.

Юрий Сементер


Пăлаки карчăк, аслă ывăлне аса илсен, хăй тĕллĕн калаçма пуçларĕ. «Эй, турă, каçар мана, çылăхлă çынна. Вилес умĕн чиркĕве кайăттăм – урасем утмаççĕ», – мăкăртатрĕ вăл, çине-çинех сăхсăхса… … Амăшĕ çавăнтанпа тăван ачине курайми пулчĕ. Ывăлĕ хăй мĕн пĕлнине тăван мар ашшĕне каласа кăтартма пултарать. Ун чух вара кăра çилĕллĕ Якур Пăлакие хĕнесе те вĕлерĕ. Ўсĕрле ахаль те сахал мар патак çитернĕ вăл арăмне. Амăшĕ юратманнине сиссе пулĕ, Мĕтри килтен сивĕнчĕ: ялан шыва кĕрсе, пулă тытса е вăрмана çÿресе вăхăтне ирттеретчĕ. ФЗОна çав çул ăна мар, тепĕр ачана тытса ăсатрĕç. Ялан йăпшăнса çÿренипе, Мĕтри вăрă-хурах пек пĕччен пурăнма, кĕтмен çĕртен çухалма е çын куç умне тухма вĕренсе çитрĕ. Пĕррехинче, амăшĕ кăмакана çăкăр хунă чух, Мĕтри, таçта çÿренĕскер, пÿрте сас-чĕвсĕр кĕрсе тăчĕ. Çĕрулмипе сухан çисе пурăннăран, хырăм ялан карăнать. Мĕтри хăй те сисмерĕ, хытах пăсарчĕ ячĕ. Амăшĕ, ывăлĕ ĕçрен пăрăнса çÿренĕшĕн ахаль те тарăхнăскер, кун пек мăшкăла чăтаймарĕ, пысăк ывăспа тĕллесе печĕ. Ывăс кĕтесĕ аяк пĕрчине пырса тăрăнчĕ. Ни сывлама, ни вырăнтан хускалма. Каçăхнипе кăвакарсах кайрĕ Мĕтри. Аран-аран сывлăш çавăрса ячĕ. Пÿртрен тухнă чух çенĕкри пĕчĕк каткаран хальтерех тăварланă виç-тăватă хăяр туртса кăларчĕ те урамалла утрĕ. Амăшĕ, курсан, каллех пĕçерккĕ парĕ. «Эх, çăкăр пулсанччĕ, хăярпа çиме», – шухăшларĕ Мĕтри, амăшĕн çăкри çăвара лекес çуккине чухласа. Урисем ăна колхозăн чăх-чĕп фермине илсе çитерчĕç. Кунта Матĕрне аппа ачи, Шуркка, амăшĕ вырăнне ĕçлет. Пĕрре мар вăл хăйĕн юлташне чĕпсем валли тĕрлĕрен тырăран пĕçернĕ хывăхлă çăкăрпа хăналанă. Юлашки вăхăтра Мĕтришĕн çак çăкăр та хĕсĕнчĕ. Шуркка ăслăланчĕ пулас: хăяр, пăмитур, панулми е кишĕр сĕнмесен, ан та шутла çăкăр çиессине. Халĕ те акă, икĕ хăяр алла тытсан тин чылаях пысăк чĕлĕ ферма пÿртĕнчен йăтса тухрĕ. Нумай калаçса тăмарĕ Мĕтри, утнă çĕртех апатланса, хăйсен пахчине кĕчĕ. Вăлтисене илчĕ те ял çумĕнчи пысăках мар кÿлĕ патне васкарĕ. Кам шыва кĕрет, кам пулă тытать кунта. Мĕтри хăвăрт чăмса тухрĕ те, ăмансем шыраса тупса, пулă тытма пикенчĕ. Вăрттăн пĕрре пĕçерсе çимеллĕх пĕчĕк караçсем, ырашпĕтрисем, çут хырăмсем тытнăччĕ ĕнтĕ вăл, сасартăк çÿллĕ сăртран амăшĕн хаяр сасси илтĕнчĕ: – Акă ăçта иккен эс, çапкаланчăк, кахал! Килте мăй таран ĕç… А-а-а, шуйттан ачи, вилме маннăскер! Пĕррех ывăтрĕ вăл аллинчи йĕтĕр пек тачка патакне ывăлĕ çинелле. Пăрăнма ĕлкĕреймерĕ Мĕтри шыв хĕрринче, шĕшкĕ патак çурăма пырса кисретрĕ. Юрать-ха вĕçĕпе мар, тăршшипе çакланчĕ. Çиллес хĕрарăмран шикленсе, вĕт-шакăр ача-пăча чăл-пар саланса пĕтрĕ. Мĕтри те, амăшĕ чышкисене чăмăртаса аннине курсан, пăлханса ÿкрĕ, чышкисенчен ытла тискерленсе кайнă вут сапакан куçĕсем хăратрĕç ăна. Çыран хĕррипе тарма май пурччĕ, анчах ывăлĕ, çăтса яма хатерленнĕ питон умĕнчи кролик евĕрех, пĕр вырăнта хытса тăчĕ. Иккĕшĕн хушшинче тăват-пилĕк утăм юлсан çеç Мĕтри тăна кĕнĕ пек пулчĕ, унтан шыва сикрĕ те леш еннелле ишме тытăнчĕ. Çамрăк ача çăмăллăн ишет, çапах та çырана тухма ĕлкĕреймерĕ, çав патаках тытнă амăшĕ чупса çитрĕ. Мĕтри каялла çаврăнчĕ, урса кайнă хĕрарăм вара унран юлмарĕ. Ише-ише халтан кая пуçларĕ ывăлĕ, юлашкинчен, мĕн пулать те мĕн килет тесе, çырана тухма тапаçланчĕ. Амăшĕ пĕррех тапрĕ ăна пуçĕнчен вăйлă урипе. Ывăлĕ, шыва месерле ÿкрĕ пулин те, путмарĕ-ха, пĕр хушă канса выртнă хыççăн хуллен тепĕр çĕрелле ишме пикенчĕ. Çур метр таран çĕкленнĕ чăнкă та çеремлĕ çыранран икĕ аллипе туртăнса тухма тăнăччĕ, анчах амăшĕ сулмаклă патакпа пÿрнесем урлă туртса çапсан, Мĕтри тепĕр хут шыва чалăшшăн ÿкрĕ. Пуç çаврăнать, вăрман пек кашлать, аллисем чиксе ыратаççĕ. Ишме те хал çук… Çÿлтен, кăвак тÿперен, хĕвел хĕрхенмесĕр хăйĕн ăшшине çĕр çине сапалать. Тем шыраса Атăлтан вĕçсе килнĕ чарлан, авă, макăра-макăра кÿлĕ çийĕн хăраххăн явăнать; йĕри-тавра шăп, пĕр кĕвĕллĕ сăпка хумĕсем кăна, хăйсен ытамĕнче ачашшăн çупăрласа, Мĕтрие хуллен сиктереççĕ… Пăлаки, ывăлĕ ишейми пулсан тин, тăна кĕнĕ пек пулчĕ, питне уçă шывпа сăтăрса илчĕ, куçне вара Мĕтри çинчен илмерĕ. Çыран патне çитесси ик-виç хăлаç юлсан, ывăлĕ мĕкĕлтетме те пăрахрĕ, малтан пуçĕ, кайран çÿлелле тăснă аллисем шыв айĕнче курăнми пулчĕç. Акă, сывлăшсăр антăхнă пит-куç тепĕр хут çиелте курăнчĕ. – Анне-е… – пырса çапăнчĕ Пăлаки хăлхине пулăшу ыйтакан вăйсăр сасă. Хăйĕн тĕпренчĕкĕн сасси пуçран тукмакпа тивертнĕ пекех пулчĕ хĕрарăмшăн. Сĕвĕрĕлме пуçланă хаярлăхĕ пĕр самантра таçта кайса çухалчĕ, кĕпи-йĕммипе шыва сикрĕ вăл, курăнми пулнă имшеркке ывăлне çăра çÿçĕнчен вăйлă аллипе ярса илме ĕлкĕрчĕ… Çавăнтанпа Мĕтри хăйĕн амăшĕнчен хăракан пулчĕ. Çаврака шĕшкĕ патакне никам курмалла мар пытарса хунăччĕ, анчах ăна Якур тупнă та арăмĕ ыйтнипе унран сысна çакмалли урлашка туса хатĕрленĕ. Çук, каçармарĕ амăшĕ хăйĕн вăрттăн юратăвне асăрханă ывăлне. Çав çулах хура кĕркуннепе, уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен, ял Советне разнарядка тепĕр хут килчĕ, кĕçех районтан уполномоченнăйсем те çитрĕç. Амăшĕ тĕллетернипе Мĕтрие тытса кайрĕç-кайрĕçех.

11
Но это было явной былью
Для тех, чей был оборван век.

А.Т.Твардовский


Карчăка йывăр шухăшлă асаилÿсем ывăнтарса çитерчĕç пулас, вăл хуралса сăранланнă минтер çине таянчĕ. Пĕчĕк пÿртре шăп, кĕтесре эрешмен картине вăхăтлăха çакланнă шăна нăйлани çеç пĕр хушă илтĕнет. Кăтăш пулса çывăрса кайрĕ Пăлаки карчăк. Тĕлĕнмелле тĕлĕк курăнать ăна. Хăрушă тĕлĕк. Пулса иртни те пур унта, пулманни те. Кавĕрлепе тунă кĕçĕн ывăлĕпе, сакăр çул тултарнă Пруньккапа, амăшĕ район центрне ятарласа çăкăр илме ирхи шăнпа тухса утрĕç. Çурма çулта пысăк кĕпер урлă каçса чиперех çитрĕç, анчах çăкăр лавкки хупăччĕ, пĕлекен çынсем ĕнертенпех çăкăр çук тесе ĕнентерчĕç. Каялла çăкăрсăр епле таврăнăн? Пĕчĕк пÿртре, хăйпе Пруньккана шутламасан, тăватă çăвар: чирлĕ Якур, тăнкки-танкки Павăл, Маруçпа Лисук. Мĕтри таçта та тĕнче касса çÿрерĕ, халĕ акă, çирĕмрен иртнĕскер, нимĕçсем патĕнче тет-и çав, салтакра. Аслă хĕрĕ Клавти юнашар яла леснике качча тухрĕ. Пĕçерсе çитерĕччĕ Пăлаки хăйĕн çемйине çăкăр, питĕ аван пĕçерет вăл, анчах тырă çук. Ялĕ-ялĕпех çăкăрсăр аптăраççĕ. Механизаторсем кăна тырăллă, нумай мар вĕсем, кашни ялта виç-тăватă çын. Çăкăр кирлех. Шупашкарах çитес терĕ Пăлаки. Автобуспа кĕçех вĕçтерсе çитрĕç хулана. Пулса курнă Пăлаки кунта темиçе хутчен, çавăнпа çăкăр лавккине хăвăрт тупрĕ вăл. Пуш кутамкка çакнă çынсем нумай, черетре тăраççĕ. Лавкки вара кăнтăр апачĕ тĕлĕнче хупă. Черет йышăнчĕç те амăшĕпе ывăлĕ, апат çиме тесе, столовăя кĕчĕç. Столовăйĕ пысăк, халăх чылаях. Прунькка вĕри апат çиесшĕнччĕ, амăшĕ вара çăкăрпа чей çеç туянчĕ. Укçи хĕсĕк, имĕш. Иккĕшĕ те вĕри чей хĕрĕплетсе ĕçме пикенчĕç. Юнашар ларакан майрасем, те ыйткаланчăк пек курăнакан хĕрарăмпа ывăлĕнчен йĕрĕнсе, те вĕсенчен тар шăрши кĕнĕрен, пĕрин хыççăн тепри тăра-тăра кайрĕç. Çисе пĕтермен яшкана йăпăр-япăр хăй патне туртса илчĕ амăшĕ, ывăлĕ умне те, сĕтелсем çинчен илсе, темиçе турилкке лартса пачĕ: çăмах пек пысăк тутлă каклет, çĕрулмипе хутăштарнă, вĕттĕн туранă темĕнле кули ашĕ, сĕт яшки тата темтепĕр. Прунькка малтан, çынсем кăлин пăхнăран, аванмарланчĕ, кайран, амăшĕ хистенипе, апата çавăрттарчĕ кăна. Пăлакипе ывăлĕ укçасăрах тăраниччен çисе тухрĕç. Вĕсем пынă çĕре лавкка уçăччĕ. Черет хăвăрт шăвать. Çÿлĕксем çинче, авă, çемçе кулачă та пур. Кашни алла икшер çăкăр анчах параççĕ иккен. Темиçе хут черет тăма тиврĕ вĕсене, шурă халат тăхăннă сутăçă сисрĕ пулас, вăрçма тытăнчĕ. Тата тепĕр лавккана çитрĕç, михĕ тинех кирлĕ таран тулчĕ. Прунькка хутаçне те амăшĕ пилĕк пуханккă хурса пачĕ. Вокзалта автобус çине аран-аран ларчĕç. Халăх – çапса хĕстернĕ пекех, пурте кутамккасемпе, хутаçсемпе. Пăлакипе Прунькка валли лармалли вырăн тупăнмарĕ. Лайăх тумланнă, галстук çакнă икĕ чăваш юнашарах лараççĕ. Хĕрарăмпа ачана вырăн пама мар, асăрхамарĕç те вĕсене, хĕрсе кайсах аллисенчи хаçатсене силле-силле «çийес» те «çиесчĕ» тесе е вырăсла, е чăвашла калаçаççĕ. – Мĕн çиесшĕн вĕсем çирĕм таранах? – пăшăлтатса ыйтрĕ амăшĕ вырăсла чухлакан ывăлĕнчен. – «Çиес» мар, анне, съезд, çирĕммĕш съезд. Итле ав, Сталин çинчен калаçаççĕ. Итлесе пĕтереймерĕ Пăлаки, автобус чарăнчĕ те, арçынсем анса юлчĕç. Çур сехетрен амăшĕпе ывăлĕ, малалла хирĕнсе, тухма хатĕрленчĕç. Автобусран анса юлсан, вĕсем кана-кана хăйсен ялĕ еннелле утрĕç. Çулĕ инçе. Çурхи çанталăк питĕ ултавлă: ирпе шăнччĕ, халĕ акă талккишпех сĕлкĕш юр, çырма-çатрара кĕрлесе пăтранчăк шыв юхать. Хăйсем каçса килнĕ пысăк кĕпер патне çитсен, иккĕшĕ те кукăр юпа пек хытса тăчĕç. Ахăрса чупакан çурхи шыв нимĕн те хăварман, тахçантанпа пуçтарăнса пынă çÿп-çаппа пĕрле кивĕ кĕпере те юхтарса кайнă. Çырантан çырана перĕнсе, пĕртен-пĕр тачка та вăрăм пĕрене çеç тăсăлса выртать. Эй, турă, мĕнле каçмалла ĕнтĕ леш енне? Тавра çул пулинччĕ… Уринчи упăшкин сулмаклă аттипе Пăлаки каштана темиçе хут тапса пăхрĕ, унтан, пĕрене çирĕп выртнине ĕненсен, ывăлĕн хутаçне хăйĕн пысăк миххи çумне майлаштарса çыхрĕ, хĕвелтухăç еннелле çаврăнса, çине-çине пуççапрĕ. Шикленнĕ ачи те, амăшĕпе юнашар тăраканскер, çĕлĕкне хывсах сăхсăхрĕ. Чи малтан Пăлаки кашта çине утланчĕ, хăра-хăрах малалла шума тытăнчĕ. Ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ ăна тепĕр енне каçиччен. Ун хыççăн çăмăл шăм-шаклă Прунькка упаленсе каçрĕ. Урине çĕр çине ярса пусма ĕлкĕрчĕ çеç, леш енчи çыран ишĕлсе анчĕ, унпа пĕрле пĕрене те пăтранчăк шыва чăмса самантрах куçран çухалчĕ. – Пуççап, ачам, пуççап. Ăшунта та пулин тав ту турра. Пире хĕрхенчĕ вăл, – пĕр хăраса, пĕр савăнса калать амăшĕ, хăй çине васкаса хĕрес хунă çемĕн. Чĕтреме ернĕ Прунькка сăхсăхать, хăй пĕлнĕ пек, пултарнă таран, мăкăртатса, турăпа калаçать. Киле çитме Хурăнкасси ялĕ витĕр тухмалла, вара виç-тăватă çухрăм çеç юлать. Пăлаки сăнасарах пăхрĕ те çанталăк сасартăк тĕттĕмленме пуçланине, Хурăнкасси çийĕн хура пĕлĕтсем явăннине асăрхарĕ. Ункă евĕр карса илнĕ вĕсем тÿпене. Варринче вара уйрăммăнах тĕксĕм, эрешмен евĕр пĕлĕт пĕрре хуралса каять, тепре хĕрелсе йăмăхать, пĕтĕм кÿлепипе хĕвеле хупласа тăрать; çипписем те, авă, ункă хĕрринелле, ялсем çинелле тăсăлаççĕ. – Ачам, пăх-ха çÿлелле, мĕн тери хура пĕлĕт, эрешмен майлах. Вăпăр мар-и? – Ăçта? Нимĕн те çук-çке. Сана темĕскер курăнать пулĕ… Амăшĕ хăранипе тарласа кайрĕ. «Çук, çук, чăн мар ку, тĕлĕк кăна, киле чиперех çитнĕччĕ эпир ун чух», – вăранаймасăр шухăшлать Пăлаки карчăк, анчах тĕлĕк ытамĕнчен ниепле те вĕçерĕнеймест. Хурăнкасси урамне шикленсе кĕчĕç вĕсем. Виçĕ утăм ярса пусаймарĕç, çул хĕрринче вилнĕ çын выртнине асăрхарĕ Пăлаки, утнă çемĕн çĕнĕрен-çĕнĕ виле, кашни кил умĕнче тенĕ пекех. Пурте типсе хăрса ларнă, вĕсем хушшинче палланă сăнсем те пур, палламаннисем те. Акă, пĕр кил умĕнче чĕрĕ çын курăнчĕ. Унччен те пулмарĕ, ун çине тÿперен витĕр курăнакан темĕнле пысăк пыршă ÿурĕ те, кĕлеткине явакласа илсе, юнне ĕçме тапратрĕ. Ĕçнĕ пек юнĕ пыршă тăрăх çÿлелле питĕ хăвăрт хăпарма пуçларĕ. Ку пыршă пĕлĕт çинчи калама çук пысăк та армак-чармак эрешменĕн çипписенчен пĕри пулчĕ иккен. Çын юнĕ тискер чĕрчунăн хырăмне куçрĕ. Хырăмĕ вара, шатра питлĕ этем пуçĕ майлăрахскер, юнпа карăнса, хĕрелнĕ çемĕн хĕрелсе пычĕ. Ĕçсе пĕтерсен, çĕлен пек пыршă этем кĕлеткине аяккалла ывăтса ячĕ. Вилли сăрт çамкине çапăнчĕ те Пăлаки умнех кусса анчĕ. Эй, турă! Месерле выртакан çын никам та мар, Пăлакин тăван шăллĕ Сантăр пулчĕ тăчĕ. «Хăвăртрах тухса ÿкесчĕ ку хăрушă ялтан», – шикленсе шухăшларĕ Пăлаки, ывăлне васкарах утма хистесе. Ура ярса пусмассерен этем кĕлетки е шăмми-шакки урлă каçма тиврĕ вĕсене. Ăçта ан пăх унта пыршăсем тăрăх çÿлелле юн хăпарать. Аран-аран çитрĕç ял вĕçне, анчах тухса ÿкеймерĕç. Куç хупса иличчен Пăлаки çине анаконда пек хăрушă пыршă ÿкрĕ. Кăшкăрма та ĕлкĕреймерĕ хĕрарăм, эрешменĕн вĕренрен кая мар тачка çиппи ăна явакласа илчĕ те хыпашлама пуçларĕ. Акă, кутамкка кантрисем татăлчĕç, унтан мĕнпур çăкăр миххи мĕнĕпех пыршă тăрăх хăпарса куçран çухалчĕ. «Ах, çăкăрсăр епле пурăнăпăр-ши? – пăшăрханса шухăшларĕ хĕрарăм. – Прунькка хутаççинче пур-ха пилĕк пуханккă…» Мĕнле ÿкнĕ, çавăн пекех хăвăрт сирĕлчĕ Пăлаки çумĕнчен ирсĕр пыршă. Ял хапхинчен тухсан, малта пыракан Прунькка ларса канасшăн пулчĕ. – Авă, пĕрене выртать, сывлăш çавăрса илер, анне. – Манăн кутамкка çук ĕнтĕ, эрешмен туртса илчĕ. Кÿр хутаççуна, хам йăтса пырам. Утăпăр вара хуллен. – Мĕн аташатăн эсĕ, анне? Мĕнле эрешмен? Кутамкку та çумăнтах-çке. Тĕлĕнсе пăхать Прунькка амăшĕ çине. Пăлаки унăн çамкине тытса пăхрĕ. Вĕри. Çуркаланса пĕтнĕ атăпа урисем йĕпеннех. Ўпки шыçмасан юрĕччĕ. Малаллах утрĕç. Кĕçех вĕсен ялĕ Кушлавăш курăнса кайрĕ. Яла кĕресси çур çухрăм та юлманччĕ, Пăлаки тем тума каялла çаврăнса пăхрĕ: тÿперен ун çине, куçне илмесĕр, юнпа карăннă тем пысăкăш эрешмен тинкерет. Хăй умне хĕрес хума ĕлкĕреймерĕ Пăлаки, хăрушă чĕрчун сĕлекипе сирпĕтрĕ. Сĕлеки вара, вĕрен пулса, хĕрарăма мăйран явăнчĕ те пăвма пуçларĕ. – Прунькка… – хавшак сассипе кăшкăрма хăтланчĕ амăшĕ, анчах сакăр çулхи ача ăна илтмерĕ, çаврăнса пăхмасăр малалла талпăнчĕ…

12
Улмуççи çурăлать те – тăкать çеçкине.

Çын килет те каять. Паян пур, ыран – çук.

Юрий Сементер


Хăй сассипе вăранса кайрĕ Пăлаки карчăк. Ерипен тăрса ларчĕ те каллех темĕнччен вăйсăр аллипе пуççапрĕ. Лайăх мар тĕлĕк. Вăранман пулсан, эрешмен ăна вĕренпе пăвса вĕлеретчех. Тепĕр хут çÿçенсе илчĕ хĕрарăм. Вăрăм пурнăçĕнче сахал мар курнă вăл пăвăнса е çакăнса вилнĕ çынсене, анчах патне пыма хăранă. Аслă ывăлĕ çакăнса вилсен, Пăлаки ăна тупăка хурсан тин пырса пăхрĕ… Салтакран таврăнсан, Мĕтри килте нумай пурăнмарĕ. Ялта сас тухмасăр пулмасть, пĕлекен çынсем ăна амăшĕ ывăлне ФЗУна еплерех майпа ăсатни çинчен каласа пачĕç. Сурчăк сирпĕтсе вăрçăнчĕç Пăлакипе ывăлĕ. Мĕтри вара хăй малтан ĕçленĕ çĕре, Донбаса, тухса кайрĕ, çапах хăйĕн телейне унта та тупаймарĕ. Ирĕк пурнăç ăна таçта та илĕртнĕ. Шахтёр пулса та, тинĕсре пулă тытакан карап çинче те, чупакан тĕрлĕрен машинăсемпе те ĕçлерĕ вăл, юлашкинчен тăван çĕршыва таврăнчĕ те авланчĕ. Эрех ĕçме, тапак туртма, хĕрарăмсемпе алхасма Çĕпĕрти ФЗУра вĕреннĕ чухнех хăнăхрĕ, пĕр хăнăхнă япала килĕшнĕçем килĕшсех пычĕ пулĕ. Кушлавăша та арăмĕпе пĕрле хутран-ситрен пыркаласа каятчĕç. Мĕнле кăна мыскара кăтартмастчĕ-ши, ĕçсе супсан? Ватăлнă амăшне вĕлерессипе хăрататчĕ, арăмне çĕрĕпе çухăртатчĕ. Пăлакин мĕнпур пек сăмакунне ĕçсе яратчĕ. Пырне лартăр тесе, тепĕр чух амăшĕ те, арăмĕ те Мĕтрие лăпăр-лапăр апат çитернĕ, пиçеймен какай та сахал мар çакланнă тăранман хырăма, тĕшмĕш йăлипе пăтратса та панă пулĕ… Эй, турă, каçар пире, ухмахсене… Чирлесен, Мĕтрие тухтăрсем Шупашкар пульницине хучĕç. Пĕверĕ япăх ĕçленĕрен, тем тĕрлĕ имçампа та сиплерĕç, анчах усси пулмарĕ. Икĕ уйăх выртсан, Мĕтри, саралса кайнăскер, пĕверĕ ыратнипе тăнне çухатрĕ. Васкасах операци турĕç ăна. Темтепĕр курма хăнăхнă тухтăрсем те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç: чирлĕ çыннăн пĕверĕ çумĕнче шултра хуртсем çыххи-çыххипех йăшăлтатаççĕ. Тасатрĕç шăтса пĕтнĕ пĕвере, анчах хурт çăмартисене, темле тăрăшсан та, иртсе пĕтереймĕн. Диагнозĕ малтанах тĕрĕс пулнă пулсан… Çĕлесе лартрĕç хырăма. Шăтăка лартса хăварнă çутă пыршăран юн сăрхăнса тухать. Операци хыççăн уйрăм палаткăра выртакан Мĕтри хăйне пĕр хушă аван пек туйрĕ, анчах хурчĕсем кĕçех тепĕр хут ĕрчесе кайрĕç те пĕвере çиме тапратрĕç. Чăтма çук ыратрĕ ăшчик. Мĕтрие вилнĕ çын сăнĕ çапрĕ. Тÿсеймерĕ вăл, çурнă простынрен вĕрен пекки туса, выртнă çĕртех кравать пуçĕнчен çакăнчĕ. Вилнĕ хучĕ çине вара йывăр чирпе вилнĕ тесе кăна çырнăччĕ. Пиччĕшĕ çакăнса вилни çинчен пĕр ватă санитарка Пруньккапа Лисука вăрттăн каласа пачĕ. Çапла вара, мĕн чирпе чирленине, ăна хăçан, епле майпа çаклатнине пĕлмесĕрех, хĕрĕхрен иртнĕ вăйпитти арçын çут тĕнчепе сывпуллашрĕ. Тăван мар ашшĕпе, ÿсĕрле шăнса хĕне кайса вилнĕ Якурпа, юнашар пытарчĕç ăна. Ир пуçласа кăнтăрлаччен шăн çĕре лумсемпе таккарĕç тĕреклĕ арçынсем. Пăлаки, ăшăнмашкăн тесе, шăтăк чавакан çич-сакăр çынна пĕр четвĕрт хаяр сăмакун парса ячĕ. Кăвайт кутĕнче ларакан çынсем, Мĕтрирен кĕçĕнреххисем те, аслăраххисем те, туххăмра аншарлие ĕçсе ячĕç. Сахал пек туйăнчĕ. Сăмсаран ярас терĕç. Ялти чиркÿ вырăнне лартнă лавккаран çăмăл ураллă çамрăк пуçтарнă укçапа темиçе литр эрех илсе килчĕ. Çыртмалли пур. Пăлаки аппа хĕрхенмен, нумай парса янă. Шыв пек юхрĕ каçунккă. Ўсĕр çынсем кăвайт çумĕнче картла выляма тапратрĕç. Кам ухмаха юлать, çавна çĕр чавма шăтăка сиктереççĕ… Пĕри, акă, тарăн шăтăкран тухаймасăр нушаланать. Пурте ахăлтатса кулаççĕ – пулăшаканĕ çук. «Мĕтри çилленмĕ, вăл хăй те эрех ĕçсе савăнма юрататчĕ», – теççĕ хăшĕсем. Шăтăк хатĕр. Кушлавăшран тупăка хунă Мĕтри кĕлеткине машинăпа тиесе килмелле, анчах машини çук та çук. Ĕçсĕр аптăранă ÿсĕрсем ку хутĕнче картла выляса ухмаха юлнă çынна малтан шăтăкпа кăвайт урлă сиктереççĕ, кайран, ку та йăлăхтарса çитерсен, тахăшĕ сĕннипе, йĕм антарса кăтартмалла выляççĕ…

13
Деньги? – деньги

Всегда, во всякий возраст нам пригодны
А.С.Пушкин


Каç пула пуçларĕ. Хĕвел ĕнтĕ тепĕр енчи чÿречерен çутатать. Пăлаки карчăк, çиес килмест пулин те, банка тĕпĕнчи турăха çиме шухăш тытрĕ. Ахаллĕн, тăма та вăй юлмĕ. Аран-аран çитрĕ вăл сĕтел патне. Банкăна тайăлтарса, кукăр чĕрнеллĕ пÿрнисемпе малтан турăх çинчи кăмпаланнă кăмăскине сирсе кăларчĕ, кайран шăтса пĕтнĕ шывлă турăха стакана ячĕ. Хĕррипе тан пулаймарĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тутанса ĕçрĕ карчăк шăршлă турăха, çуррине яхăн ĕçсен, ăш пăтраннипе кăшт çеç хăсса ямарĕ. Вырăн патне каялла çитме татах та нумай вăхăт кирлĕ пулчĕ. Çип татма та вăйĕ юлмарĕ карчăкăн. Ывăннăскер, минтер çине таянчĕ, куçĕсем шывланчĕç… Аслă ывăлĕ ватăлмасăрах вилчĕ. Пăлаки карчăк вара пурăнать те пурăнать, вилĕмрен те хăтăлса юлчĕ вăл. Лисукпа мăн хырăмлă чух каçсерен кĕркунне колхоз улăмне вăрлама çÿретчĕç вĕсем. Хĕл лариччен улăмпа кăмака хутатчĕç. Ăшши сахал та – мĕн тăвас тен, çырлахас пулать: вутă çук. Хĕл ларсан вара, Якур хатĕрленĕ йĕлтĕрлĕ çăмăл çунана сĕтĕрсе, Клавтипе амăшĕ виç-тăват çухрăмри вăрмана шиклене-шикленех вутта каятчĕç. Çитместчĕ вутти çавах. Пĕррехинче, ялан атă ĕçĕпе аппаланакан Якур та, еккине ярса, арăмĕпе пĕрле кăвак çутăллах вăрмана çитрĕ. Упăшки тÿрех пĕр вунă-вунпиллĕк çĕклемлĕх типĕ вутă хатĕрлесшĕн пулчĕ. Çÿле хăпарса кайса юманăн хăрăк вуллисене каса-каса антарчĕ вăл, хатĕрленĕ пеккине Пăлаки çунапа вăрман тулашне кăларса пычĕ. Вунă хут ытларах хутласан, çуна юр айĕнчи тункатаран çакланчĕ те саланса кайрĕ. Вуттине çыхнă вĕренне вĕçертсе илсен, Пăлаки упăшки патне таврăнчĕ. Ахальтен мар пулĕ «инкек пĕччен килмест» тесе калаççĕ. Пăлаки çитнĕ çĕре Якур тарăн юр ăшĕнче ахлатса выртать. Ăмсаннипе тачкарах юман вуллине касса антарасшăн пулнă вăл, мăшăрĕ таврăниччен сĕрсе те янă, анчах, ÿкес умĕн, вулли ăна ураран вирлĕ пырса çапăннă. Юрать-ха, юрĕ тарăн, мамăк тÿшек çине ÿкнĕ пек пашлатнă Якур кăпăшка юр ăшне. Хĕрĕх урлă каçнă вăйпитти хĕрарăм аманнă упăшкине вăрман хĕррине çитиех йăтса тухрĕ. Утаймасть арçын хăрах урапа, сусăрланнă ури куç умĕнчех кăвакарса шыçса кайрĕ. Çавăн чух хырăм ÿкет пулĕ тесе шутланăччĕ Пăлаки, çук, ÿкмерĕ, чиперех иртсе кайрĕ. Йывăр çын пулни çичĕ уйăх иртрĕ. Халĕ те лайăх астăвать карчăк: çĕнĕ çул хыççăн Клавти хĕрĕпе кашни кун тислĕк тăкма колхоза çÿрерĕç вĕсем. Пĕрисем трактор çуни çине тислĕк тиесе яраççĕ, теприсем, тăват-пилĕк çын, çÿле ларса, фермăран темиçе çухрăмра вырнаçнă хирсене çитеççĕ те тислĕкне, трактор хуллен куçса пынă май, йĕри-тавра салатаççĕ. Тракторисчĕ мухмăрларах пулчĕ пулас вăл кун, гусеницăллă тракторне пĕрпек тытса пымарĕ: е сасартăк чарса лартать, е тăруккăн вырăнтан хускатать. Хĕрарăмсем çуна çинче хăраса кăна ларчĕç, кам çуна юпинчен çатăрласа тытнă, кам тислĕк ăшне тăрăнтарнă сенĕк аври çине таяннă. Тислĕкне тăкма тытăнсан, хуллен тапранас вырăнне, трактор карт! туртăнчĕ те, хĕрарăмсем çÿлтен пăрçа пек тăкăнчĕç, Клавти çеç тытăнса юлчĕ. Пăлаки те, тислĕк муклашкинчен такăнса, юр ăшне чикеленсе ÿкрĕ. Вар-хырăмĕ ыратса килчĕ, анчах ачашланса выртма вăхăт пулмарĕ: тарăн юр тăрăх малалла каяймасăр, трактор каялла чакма пуçларĕ. Пăлаки упаленсе тарма ĕлкĕрчĕ, пускил хĕрарăмĕ вара çуна айне пулчĕ. Клавти шăн муклашкапа кабина кантăкне персе тивертсен тин Хĕветĕр каялла çаврăнса пăхрĕ. Тракторне тепĕр хут малалла пачĕ вăл, çапах та хĕрарăм икерчĕ пек лапчăннăччĕ ĕнтĕ. Пÿкле вилĕме курсан, Пăлакин ăшчикĕ тепĕр хут тапранчĕ, хăсасси килчĕ унăн, вăйĕ пĕтсе çитрĕ… Çуратасса çуратрĕ вăл Лисука, анчах юн кайнипе кĕçех вилсе выртатчĕ. Виççĕмĕш кунне сăнран кайнă хĕрарăма Хĕветĕр хăйĕн хурçă учĕпе укçасăр-мĕнсĕр, Пăлаки сутра ытлашши ан калаçтăр тесе-ши, район пульницине леçсе ячĕ. Вилме патне çитнĕ мĕскĕн чуна тухтăрсем ура çине тăратаймарĕç, майĕ те пулман, тен. Пулăшасса вара юнашар выртакан хĕрарăм пулăшрĕ. Хăй епле çăлăнса юлни çинчен пăшăлтатса каласа пачĕ вăл, юлашкинчен тухтăрсен пуçлăхне виç-тăват пин тенкĕ сĕнме канаш пачĕ. Халĕ те пĕлмест Пăлаки карчăк, мĕнле майпа Якур ун чух виçĕ пин тупнине, упăшки вăл вăрттăнлăха хăйпе пĕрле леш тĕнчене илсе кайнă ĕнтĕ тахçанах. Виçĕ пин вилĕмрен çăлса хăварчĕ чирлĕ хĕрарăма: ăна тÿрех урăх палатăна куçарчĕç, иккĕн-виççĕн сăнама пуçларĕç, çук имçамсене тупса пачĕç. Тепĕр уйăхран Пăлаки сывалса тухрĕ пульницăран… Аслă ывăлне те çăлса хăварма май пулнах. Укçи те пурччĕ ун чух пенси илекен амăшĕн, пине яхăн. Якур тупнă укçаран виçĕ хут нумайрах! Шеллерĕ пулĕ укçине, е усал ачишĕн тăкаклас килмерĕ-ши… Тепĕр тесен, кам пĕлнĕ вăл вилессе.

14
Несколько раз человек пробовал встать

и в конце концов пополз на четвереньках.
Джек Лондон


Хырăм пăрса ыратнăран Пăлаки карчăк хутлана-хутлана илчĕ. Çимелле марччĕ çав пăсăлнă турăха. Пĕлсе тăрсах тăватпăр тепĕр чух кирлĕ мар ĕçе. Карчăкшăн ĕнтĕ çисен те, çимесен те пурнăç хĕсĕнсе çитрĕ… Акă вăл хуллен тăрса ларчĕ. Хăçан тула тухнине те астумасть, халĕ вара шăршлă турăх хырăма пăсса ячĕ. Килкартине тухасси пулмасть, çенĕке çитсен кăна. Çенĕкре кивĕ витре пулмалла. Пăлаки карчăк краватрен лутрарах пукан çине шуса ларчĕ, унтан тепĕр пукан тата кукăр туйи пулăшнипе урайне чĕркуçленчĕ те упаленме пуçларĕ. Алли-ури начаркка кĕлеткине тытса тăраймасть иккен, лĕнчĕрех кайрĕ. Урайне выртса пĕр хушă канса илчĕ карчăк, упалене-упалене алăк урати патне çитрĕ. Юрать-ха, пÿрт алăкĕ шалалла мар, тулалла уçăлать, хăлăпĕнчен туртса нушаланас хуйхă çук, иккĕ-виççĕ тĕксенех тапранчĕ. Клавти хĕрачи, Пăлакин мăнукĕ, пÿртрен çапла упалене-упалене тухатчĕ. Халĕ пысăк ĕнтĕ вăл, качча кайма та вăхăчĕ тахçанах çитнĕ. Хырăм хăвалать пулин те, карчăк алăк урати çине ларса канас терĕ. Сăрланă урата çинче ларма сивĕрех. Сăррин тĕсĕ пĕтме пуçланă та-ха… Павăл сăрласа хăварнăччĕ урайне те, алăкне те. Икĕ ачаллă хĕрарăмпа явăçса, инçетри яла киле кайса кĕнĕренпе ик-виç хут çеç пулнăччĕ вăл амăшĕ патĕнче. Темле пурăнаççĕ… Пÿрт алăкĕ уçă, çенĕкре çавах тĕттĕмрех; хăмасем хушшипе, авă, анса ларма пуçланă хĕвелĕн юлашки пайăркисем сăрхăнса кĕреççĕ. Пăлаки карчăк витре патне аран-аран упаленсе çитрĕ. Ĕнтĕ витре çине ларма ĕлкĕресси кăна – çĕкленме вăй çитмест. Карчăк стена çумĕнче çурри çапса кĕртнĕ тутăхнă пăтана асăрхарĕ. Шăпах алăк хăлăпĕ шайĕнче. Пушă витрене сиктере-сиктере пычĕ те алăкпа пăталлă стена хушшине вырнаçтарчĕ. Чĕркуççисем йĕппе тирнĕ пек ыратаççĕ, çавах та хуллен кармашса, карчăк, хăрах аллипе алăк хăлăпĕнчен, тепĕр аллипе пăтаран тытса, çĕкленчĕ те витре çине пусăрăнса ларчĕ. Вар-хырăм туртса йăшкать, ларнă çемĕн çитменнине витре хĕрри шăмма касать. Карчăкăн çĕкленме те вăйĕ юлмарĕ. Чылайччен тĕлĕрсе ларчĕ вăл, тăма хăраса. Алăк хăлăпĕпе пăтаран çакланса, майĕпен çĕкленме пуçланăччĕ, анчах ытларах уртăнчĕ-ши, тутăх пăта хуçăлса кайрĕ те, мĕскĕн чун, хăрах алă вĕççĕн тытăнса тăраймасăр, витре çине чалăшшăн ÿкрĕ, унтан урайне йăванса кайрĕ. Витрери шăршлă шĕвек карчăк айне юхса кĕчĕ… Тапранмасăр выртрĕ тăнне çухатнă хĕрарăм, тĕссĕрленнĕ тутăрĕ хулпуççи çине шуса аннă, шап-шурă çÿçĕ арпашăнса пĕтнĕ. Çÿçĕпе вылякан хĕвел шевли, шурă тĕсе перĕннĕрен пулĕ, карчăк пуçĕ тавра ункăласа çутине сапаларĕ… Вĕтĕртетсе çума пуçланă çумăр выртакан çын çине çенĕкĕн çурăлса пĕтнĕ витти витĕр ÿкме тытăнсан, Пăлаки куçне уçрĕ. Хĕрлĕ хĕвел аякри вăрман хыçне анса куçран çухалнă. Çенĕкре сулхăн та çурма тĕттĕм. Уçă алăкпа çенĕк витти айĕнчи пĕчĕк чÿречерен çеç вăйсăр çутă сăрхăнса кĕрет. Çенĕк алăкĕ хушшипе чупакан çил варкăшĕ çан-çурăма çÿçентерет. Ăш пăтранать. Чуна тăвăр. Уçса пăрахасчĕ çенĕкпе крыльца алăкĕсене! Чим, такам кĕрет мар-и? Лисук сăнлах. Авă, ун хыçĕнче Маруçпа Прунькка та курăнаççĕ. Ĕненмесĕр, карчăк темиçе хут куçне мăчлаттарса илчĕ. Уçăмлă курăннă сăнсем çухалчĕç.

15
Хаяр сăмах кăна пире ан калăр –
Хаяр сăмах хаярлăх çуратать.

Юрий Сементер


Çапла, чăннипех çухалчĕç Пăлакин кĕçĕн ачисем. Юлашки хут амăшĕ патне вĕсем пĕр харăссăн пилĕк-ултă çул каялларах отпуска килчĕç. Курма е пулăшма мар, хулари йывăр сывлăша çăтса ывăннăскерсем, ялти çутçанталăк ырлăхĕпе киленсе савăнма. Пĕчĕк пÿрт лăках тулнăччĕ ун чух. Пăлакие шутласан, тăхăр çын таран пуçтарăннăччĕ: Маруç икĕ хĕрачипе, Пруньккапа арăмĕ ывăлĕпе, Лисукпа вунпиллĕке çитнĕ хĕрĕ. Темле-çке, пурте пĕр вăхăта çакланчĕç. Аран-аран вырнаçса пĕтрĕç: кам пÿртре, кам çенĕкре. Прунькка хăйĕн çемйи валли ÿплере çывăрма ятарласа вырăн хатĕрлерĕ. Пысăк йыша тăрантарма Пăлакин апат-çимĕç нимех те çук. Пусма айĕнче кивĕ çĕрулми пур ĕнтĕ. Карăнса кайиччен çиме пулать. Ана çинче симĕс сухан, укроп таврашĕ, çитĕнсе çитмен хăяр, кишĕр, пÿрт хыçĕнче ашкăрса кайнă хăмла çырли… Нумай кирлĕ-и пĕччен çынна. Амăшĕн аш-пăш, сĕт-турăх çуккине пĕлсе, ачисем темтепĕр илсе килнĕччĕ: тăварланă какай, тĕрлĕрен консервăсем, темĕн чухлĕ çуллă селёдка, пылак апат-çимĕç. Пăлакие парне парса тултарчĕç. Тутăр, чăлха, калуш, кĕпе-йĕм, атă, халат – тăхăн кăна! Магазин сĕтне çисе йăлăхнăскерсем, ĕнеллĕ çынсенчен сĕт туянасшăн пулчĕç, анчах сутакансем йăпăр-япăр тупăнмарĕç. Утмăл хуçалăхран ялта çирĕм çичĕ кил çеç юлнăччĕ. Вĕсенче те Пăлаки пек карчăк-кĕрчĕк анчах, çамрăксем пурте вĕренме е ĕçлеме инçетри хуласене е Шупашкара кайса пĕтнĕ. Пĕччен ватăсем ĕне усраймаççĕ. Ĕнеллисем вара сĕтне кашни кун патшалăха парса тăраççĕ. Пăлаки те ĕне пур чух сăва-сăва леçнĕ. Епле леçмĕн? Утă-улăм питĕ хĕсĕк, ĕнене çитерме апат çитмест. Кашни литр сĕтшĕн патшалăх вара укçа тата кăмпикур парать. Ик-виç кун аванах пурăнчĕ пысăк йыш, кайран пĕр-пĕрне йăлăхтарса çитерме пуçларĕç, апат-çимĕçе уйрăмраххăн тытни палăрчĕ, ачасем пĕрле вылянă çĕртех хирĕçме тытăнчĕç. Прунькка, Горький хулинче инженер пулса ĕçлекенскер, унтах авланнăччĕ. Ни арăмĕ, ни ывăл ачи чăвашла пĕлмеççĕ. Вĕсемпе калаçма та йывăр ватă çынна. Маруçпа Лисукăн хĕрĕсем те, Шупашкар ачисем, вырăсла кăна пакăлтатаççĕ. Хăюллă та пуçтах тата шереметсем. Вунă çулхи Серёжа, Маруçăн икĕ хĕрачи, Соньăпа Наташа, мачча çине хăпарса кайнă та тулли хутаçа асăрханă. Малтанхи кунах хăналанăччĕ вĕсене асаннĕшĕ пĕлтĕрхи тутлă мăйăрпа. Хырăмĕсем тăранман иккен вĕсен. Хуçинчен ыйтмасăрах хутаçри мăйăра тустарма тапратнă. Кÿренчĕ ватă хĕрарăм. Ачисем илтчĕр тесех мăнукĕсене ятларĕ. Пруньккапа Маруç вара ачисен хутне кĕчĕç. Сăмах хыççăн сăмах – çапăçса та каятчĕç пулĕ, анчах арçын пек патвар Лисук пурне те мирлештерес шухăшпа пысăк канистр туртса кăларчĕ те сĕтел çине лартрĕ. – Çитет сире харкашса. Тавай пĕрер черкке ĕçетпĕр те – ĕçĕ пĕтнĕ, – хăпартланса каларĕ вăл янăравлă сассипе. Пурте çуршар стакана яхăн сахăртан тунă сăмакун ĕçрĕç. Чăн та, хирĕçме пăрахрĕç, çапах вĕсен хушшипе хура кушак чупса иртме ĕлкĕрчĕ-ĕлкĕрчех. Тăван килне çитсенех Лисук пурне те хаяр сăмакунĕпе сăйланăччĕ, анчах вунă литр таранах илсе килнине амăшĕ халĕ тин пĕлчĕ. Çав аншарлие пулах çапăçса кайрĕç те ĕнтĕ вĕсем. «Эх, ун чухнехи пек сывлăхăм пуласчĕ… – аса илсе мăкăртатрĕ урайĕнче йынăшса выртакан карчăк, – йăваланмăттăмчĕ çак çылăхлă çенĕкре. Турă та, шуйттан та эпир хамăрах, теме юрататчĕ Якур. Турă мар, шуйтанĕ çапăçтарать ĕнтĕ пире…» Пĕр-ик литрне ушкăнпа ĕçсен, ыттине хăйне парса хăварасса шаннăччĕ амăшĕ, анчах шаннă кайăк йăвара пулмарĕ, ĕмĕтленни харама кайрĕ. Эрех тени ялта питĕ кирлĕ, Пăлаки пек пĕччен пурăнакан хĕрарăмсемшĕн вăл – укçаран та хаклă япала. Пахча сухалама, çĕрулми лартма, кăларма, вутă хатĕрлеме укçаран ытларах сăмакун пулăшать. Çавна пĕлмест мар вĕт-ха кĕçĕн хĕрĕ, питĕ аван пĕлет. Юриех хăтланчĕ пулас, тавăрас шухăшпа… Хутран-ситрен килсе çÿрекенскер, амăшне тарăхса, пĕррехинче сăмакун кĕленчи персе ватнăччĕ вăл. Çураçкаланăччĕ, халĕ вара çĕнĕрен амаланчĕ тарăхупа вĕчĕрхенÿ. Каçалапа, кĕтÿ кĕртсен, Лисукпа хĕрĕ юлташ хĕрарăмĕ патне икĕ кĕленче сăмакун йăтса кайрĕç. Çĕр варринче тин таврăнчĕç вĕсем. Мухмăрлă хĕрарăм ирпе канистртан тата тепĕр кĕленче юхтарса илчĕ. Сысна çимен апат шăршине сиссе урам урлă пурăнакан Çтенкки персе çитрĕ. Иккĕшех çенĕк картлашкки çинче черкке хыççăн черкке ÿпĕнтерме пуçларĕç. Пăлаки питĕ хытă тарăхрĕ, çапах та çын умĕнче шарламарĕ. Çтенкки тухса каясса кĕтрĕ, пахчара, килкартинче ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр урлă выртакан япалана тăрăх çавăрса çÿрерĕ. Куçĕ вара çенĕк картлашки çинчен каймарĕ. Каçунккаран та чаплăрах сăмакуна ĕçме Горький майри те хутшăнсан, шăкăл-шăкăл калаçнă çемĕн тата тепĕр кĕленче пуçласан, Пăлаки, ĕçме юратман ывăлĕ ÿсĕртерех çынсемпе çыхланма сĕнмерĕ пулин те, текех чăтса тăраймарĕ, картлашка патнерех утса пычĕ. Тен, хирĕçсех каймастчĕç те пулĕ, анчах амăшĕ çывхарнине сиссе, ăна черкке сĕнес вырăнне, Лисук алăка хупрĕ те хучĕ. Çилли вĕресе хăпарчĕ Пăлакин, пĕррех туртса уçрĕ вăл алăка. – Эс эрекеллĕ пултăн-и?! Мантан вăрттăн ĕçме-и?! Çынсене шăварса ларатăн-и?! Çапса ватап, кĕленчу-япалу! Ĕçсе çÿреме килтĕн-и эс кунта?! Тухса кай каялла, шăршу-маршу ан пултăр!! Çук, хăрамарĕ патвар Лисук начаркка амăшĕнчен, суйласа илмен сăмаххисене çине-çине хирĕç ывăтрĕ. Пĕр-ик минут та иртмерĕ – çĕрти-çÿлтине хăвармасăр пĕр-пĕрне шĕкĕлчесе тухрĕç, ылханчĕç. Унтан, хаяр шĕвек юнра вылянипе, хăнкăла пек хĕрелнĕ Лисук, усал сăмахсем кала-кала, амăшне çулса тытрĕ те çенĕкрен килкартинелле сĕтĕрме тапратрĕ. Çитмĕлтен иртнĕ карчăк маххă памарĕ: туртăнса вĕçерĕнчĕ те яра пачĕ хĕрне шăмăллă чышкипе çăвар урлă. Хирĕç çапма алли çĕкленмерĕ пулин те, Лисук хăйĕн тăван амăшне «аллу хăртăр» тесе ылханчĕ. Маруç та, Прунькка та хушша-хуппа кĕмерĕç. Çав кунах Лисук, пиччĕшĕпе аппăшне те хăйĕн хутне кĕменшĕн çилленсе, хĕрĕпе пĕрле каялла тухса кайрĕ. Тата ик-виç кунран Маруçпа Прунькка та хирĕçмелли тупрĕç, амăшĕнчен те сăмах илтрĕç. Пысăк йыш çапла саланса пĕтрĕ. Пăлаки каллех пĕччен тăрса юлчĕ. Малтан та хутран-ситрен килекен ачисем, амăшĕ ватăлса çитсен, тăван ял тĕлне вуçех манса кайрĕç, çĕрулми кăларма та килмеççĕ. Лартма та çынсем пулăшнипе ларткаланă…

16
Мĕн-ма вăрах йĕрет-ха çутçанталăк?

Эпир ытла та япăх-шим вара?

Юрий Сементер


Пăлаки карчăк, вăраххăн йынăшса, пуçне çĕклерĕ. Вар пăрса ыратать, шăм-шак сурать, кĕлеткене йăтма та вăй-хал çук. Вараланнă кĕпи-йĕмĕнчен чăтма çук шăршă кĕрет. Ӱпĕннĕ витререн аяккарах пăрăнса выртма тăрăшрĕ хĕрарăм, шав упаленчĕ малалла. Тата пĕр-ик шит шунă пулсанах карчăк пусма айне ÿкетчĕ, анчах темĕнле çемçерех япалана пуçĕпе пырса перĕнчĕ те чарăнса тăчĕ. Вĕрен иккен. Пуснă сыснана çакмалли вĕрен. Сĕмлĕхре, мачча каштинчен аяларах, шĕшкĕрен тунă урлашка палăрать. Пуссассăн, е сысна, е така çакнă унта. Пыршă пек вăрăм вĕренĕн вĕçĕ урай хăми çумĕпе çĕре çитиех тăсăлать. Якур çенĕк урайне сарса пĕтерейменччĕ, хăми çитмерĕ. Çÿлтен анакан вĕрене асăрхасан, турă панă çăлăнăç вырăннех йышăнчĕ ăна Пăлаки карчăк. Канăç шыракан кĕлеткипе чунĕ вĕрен патнелле туртăнчĕç. Аран-аран тăрса ларчĕ вăл урай хĕррине, йывăрланнă урисене çĕрелле усрĕ. Хулпуççи çине ÿкнĕ тутăрне салтса юнашар хучĕ, сапаланнă çÿçне пуçтарса тынаспа çыхрĕ. Унтан çине-çине сăхсăхса, кĕлĕ сăмахĕсене мăкăртатса, турăран та, ачисенчен те, пĕлĕш-тăванĕсенчен те каçару ыйтрĕ. Кайран вара вĕрен вĕçне пуçран çÿлерех йăлмакларĕ те, юлашки вăйне пуçтарса, чĕркуççи çине çĕкленчĕ. Шăпах пуç тĕлне пулнă ункăна, аллипе тытса, мăйĕ çине тăхăнтартрĕ те хăма çинчен шуса анчĕ. Урисем çĕре сĕртĕнчĕç. Шăп çав самантра Пăлаки карчăк çенĕкпе юнашарах ашкăрса ÿсекен хăмла çырли хушшинче витре сасси, унтан çилленсе çурма саспа ятланине илтрĕ: – Шуйттан ачи, суккăр-им эс? Тăкрăн пулсан, пуçтар! – Йĕпе курăк çинче ура шуса кайрĕ… Çитет ĕнтĕ, асанне, атя киле. Тĕттĕмленчĕ. Çумăр та вăйланса пырать, ав. Кĕтерук сасси. Шкула çÿрекен мăнукĕпе иккĕшĕ. Хăмла çырли вăрлаççĕ. Пăлаки карчăк тарăхса кăшкăрчĕ, анчах пыр тĕпĕнчен хăрăлтатнă сасă кăна тухрĕ, сывлăш пĕтсе çитрĕ… Нумай кĕрешмерĕ вăйсăрланса çитнĕ пурнăç шăмă алăллă вилĕмпе. Кукăрăлма пуçланă хытанкка кĕлетке кĕçех чĕтревлĕн туртăнма пăрахрĕ, çамрăк вăхăта аса илнĕн, тăсăлса тÿрленчĕ те тинех тепĕр хут хăйне çуратнă çĕр çине анса тăчĕ. Шăрăхпа таткаланнă тăмлă çĕр евĕр ытла та пĕркеленчĕклĕ сăн-пичĕ, çÿлтен сăрхăнакан çумăр шывĕпе йĕпенсе çуталчĕ. Ĕмĕрлĕх хупăннă куçсем урăх нихăçан чун-чĕрене ыраттаракан йывăр пурнăçа курас çук, юлашкинчен те пулин канлĕх тупнă ÿт хăйне нушалантаракан чунĕпе те, никампа та урăх нихăçан хирĕçеймĕ. Сивĕннĕ кĕлеткене каç сĕмĕ хăйĕн хура чатăрĕпе тирпейлĕн витрĕ. Çĕр çумне хурланса пусăрăннă хуйхăллă çумăр пĕлĕчĕсем татти-сыпписĕр хÿхлесе макăрчĕç.

* * *
Пĕчĕк пÿртри эрешмен картине, каç сĕмĕ çапсан, шăна çакланчĕ-çакланчех. Имшеркке мĕскĕн чун ниепле те вĕçерĕнеймерĕ, пулăшу ыйтса кăшкăрчĕ, анчах хыпаланса çывхаракан эрешменсĕр пуçне урăх никам та илтмерĕ ăна, илтсен те, çунатлă тус-тăванĕ хăрушă кĕтес патне çывхармĕ: пурнăçран пахи мĕн пултăр тата çакă çутă тĕнчере…

1989-мĕш çул, январь – июль
Загорск – Махачкала






Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 18
© 12.11.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Проза -> Повесть
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1