Кӳлĕре тĕрленчĕ шурăмпуç вутпа


Кӳлĕре тĕрленчĕ шурăмпуç вутпа
Сергей Есенин

Кӳлĕре тĕрленчĕ шурăмпуç вутпа.
Хырлăхра йĕреççĕ карăшсем саспа.

Макăрать саркайăк хăвăлта таçта.
Эп кăна йĕместĕп — чунăм çап-çутах.

Каçхине тухатăн çул унки хыçне,
Юнашар ларатпăр çĕмелсем кутне.

Чуп туса пĕтерĕп, ватăп чечек пек,
Телейпе çын ӳсĕр, ӳсĕр эрех пек.

Эс хăвах чĕтревлĕн хăвăн кĕпӳне,
Ирччен йăтса кайăп тĕмсем хушшине.

Карăшсем саспа йĕрччĕрех-ха... Кур:
Савнăçлă салхуллăх шурăмпуçăн пур.

10.10.1968





Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 13
© 13.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Поэтические переводы
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0
Сказали спасибо: 2 автора












1