Хитре чакăр куçусенчен ...


Хитре чакăр куçусенчен ...
Ленăна халаллатăп

Хитре чакăр куçусенчен
тинкерем-и.
Вĕри чуна сана парса
куç хĕсем-и.

Шатăр-р тытса, чăмăртаса
куклетем-и.
Çинçе пилĕк илемлĕхне
курса пĕлем-и.

Тулли кăкăр чиперлĕхне
аллу ан хуплатăр...
Каçса кайсах сĕтне çăтса
чуптăватăп...

Хĕсĕк тĕнче ĕнтĕ халĕ
хĕсĕк мар-мĕн.
Çăмăл пурнăç ырлăххине
урăх эс кураймăн.

Тусăм, ĕнтĕ чиперккӳне
ан хуплаччĕ...
Ав, хĕвелĕ васка-васка
каç сĕмне пытанчĕ...

1968-мĕш çул, октябрь пуçламăшĕ





Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 16
© 13.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика любовная
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0
Сказали спасибо: 1 автор












1