Чăнкă çыртан пăхатăп эпĕ...


Чăнкă çыртан пăхатăп эпĕ...
Борис Романова халаллатăп

Чăнкă çыртан пăхатăп эпĕ,
Атăл çине кĕрсе чĕрре:
хумсем чупаççĕ тĕпĕр-тепĕр —
чĕввен тăрса кĕçенĕтчĕç пĕрре.

Ахăлтатса ташлать ват Атăл,
хумсем çине перет тĕтре.
Хумсем, хумсем... Эсир хăлатăн
вĕçевĕ пек тискер, тискер.

Тăхлан пек, хум пек йывăр шухăш.
Эп хам тискер, тискер, тискер.
Хытса тăрап чул пек пĕр хушă —
тискер халь маншăн пит чипер.

Кăкăрăмпа хума çуратăп,
ишеп шавах, кĕреп чĕрре.
Таптать ĕнтĕ хама çур Атăл...
Чĕввен тăрса кĕçенĕттĕм пĕрре!..

28.09.1968





Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 14
© 13.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика пейзажная
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1