Ан вăтанччĕ, тусăм, ан вăтанччĕ...


Ан вăтанччĕ, тусăм, ан вăтанччĕ...
Земфирăна халаллатăп

Ан вăтанччĕ, тусăм, ан вăтанччĕ —
юлашки хут иксĕмĕр пĕрле...
Вăйлăрах, сĕткенлĕ чуп тусамччĕ,
çыпçăнса çумма чăн-чăн хĕрле.

Тĕссĕрленнĕ куçусем çуталччăр,
тыткăна илейччĕр ман чуна.
Ман пекки тупаймăн урăх каччă —
вăйлăрах чуп туччĕ халь куна.

Çыпçăнса пĕрлешнине курсассăн,
вăтанса хĕрелтĕр ват йăмра,
тулли уйăх та сывлатăр ассăн,
санăнне курсассăн кăкăра...

Ан вăтанччĕ, тусăм, ан вăтанччĕ —
юлашки хут иксĕмĕр пĕрле...
Каçăхса кайсах вĕрет, ав, анчăк:
уйрăлатпăр санпала çĕрле.

17.09.1968





Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 9
© 12.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика любовная
Оценки: отлично 1, интересно 0, не заинтересовало 0
Сказали спасибо: 1 автор












1