Чĕвĕл чĕкеç чĕлхе çинчен ...


Чĕвĕл чĕкеç чĕлхе çинчен ...
* * *
Чĕвĕл чĕкеç чĕлхе çинчен
чĕвĕлтетет мăшăрĕпе.
Чĕкеç юррийĕ ир çинче
тĕрленчĕ тĕрлĕ тĕрĕпе.

Хитре янрать шăпчăк юрри,
кĕвви кĕрет ман чĕлхеме.
Аван, иккен, чĕлхе пурри —
итлеп унпа кĕвĕсене.

Пур юрăсен чипер кĕвви
ялтăртатса çутать хĕлхем...
Çул пар мана часрах, кивви!
Кĕр сăввăма, çĕнĕ чĕлхе!

13.09.1968
университет






Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 13
© 12.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика пейзажная
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1