Пĕлĕт çĕкленчĕ ...


Пĕлĕт çĕкленчĕ
аслă Атăл
çийĕн.
Тăвăллăн,
çиллессĕн
карăнать.
Çанталăк çаралчĕ, 
çине-çинех çиçĕм
Атăл çине
çунтарать.
Пĕр чун та халь
çуккă,
утмасть
хăйăр тăрăх.
"Тăхлан пульăсем"
шăхăраççĕ.
Ав пăхăр:
утланнă
пĕлĕт çине
турă.
Ангелсем те унтах
кускалаççĕ.
Трезубецне тытнă.
Хĕм сапать
унпа вăл,
пур çĕртен
çынсене хăвалать.
Çумăрне
ахăртать
апостолĕ Павăл.
Пĕр самант та ―
Атăл тулать.
Пĕлĕте Зевс турă
çӳлерех
çĕклерĕ,
çул тытрĕ
чăваш
уй-хирне.
Куç хĕсрĕ турă:
"Тытăнатпăр", ―
терĕ.
Васкарĕ
пурне те
хирме.
Анчах мĕн амакĕ:
çĕкленчĕç
сасартăк
йăлтăр та ялтăр
çап-çут
виçĕ шар.
"Çаклантăмăр пурте,
турă, çаклантăн...
Тарасчĕ часрах―
турă,
тар!"
Туррăн утравĕ
саланчĕ
чăл-паррăн.
Хыпать
вут-çулăм
туррăн
тумне.
Илье кăшкăрать:
"Турă,
парăн!
Çĕнеймĕн эсĕ
космос
вăйне!.."
Пĕлĕт çĕкленчĕ
аслă Атăл
çийĕн.
Йăл кулчĕ ĕнтĕ
çутă пĕве.
Вĕтĕ хумсем
чупаççĕ
шыв çийĕн.
Ыйхинчен вăраннă
карăнать
хĕвел.

24.04.1968





Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 10
© 12.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика пейзажная
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0
Сказали спасибо: 1 автор












1