Çуркуннехи ÿкерчĕк


Çуркуннехи ÿкерчĕк

Тÿпе тăрне куçа-куçа
хĕвел йăмра çине утланчĕ.
Турат çинче мерчен шăрçа
куçа йăмăхтарса вутланчĕ.

Ура ярса пусать ача
каçас тесе хуллен шыв урлă.
Никам тытмасть ăна пачах,
ача ÿкет - çапах та ырлăх!

Хĕвел кулать çакна курса
куççуль тухичченех пĕр авăк...
Турат çинчен йăлтăртатса
пăт-пăт тумлать куççулĕ авă.

27.03.1968





Рейтинг работы: 0
Количество рецензий: 0
Количество сообщений: 0
Количество просмотров: 27
© 12.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Стихи для детей
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0
Сказали спасибо: 1 автор












1