Ака уйăхĕ


 Ака уйăхĕ
Çуртсем çинче кулать сиксе
хĕвел шевлийĕ шав.
Çурхи куна хисеплесе
алă çупать ялав.

Алă çупать хăмач ялав:
кĕçех пĕрремĕш май.
Чиперленет паян хула
уяв çывхарнă май.

Вăраннă, ав, ăш ыйхăран
çап-çамрăк хурăн та,
кĕлеткине вăтаннăран
хуплать вăл хăвăртрах.

Хĕвел пăхмасть йăваш куçпе
çара илем çине,
хумханнипе, хĕрелнипе
чăмать пĕлĕт хыçне.

Хитреленет хула та ял:
симĕс тумтир çире.
Сехетсерен сĕткен вăй-хал
кĕрсе пырать çĕре.

Уя, ав, тухнă çĕр ĕçчен,
çĕр пиçнине сăнать:
пĕр-икĕ кун тата иртсен,
суха тума пулать.

1967-мĕш çул, апрель вĕçĕ





Рейтинг работы: 0
Количество рецензий: 0
Количество сообщений: 0
Количество просмотров: 13
© 12.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика пейзажная
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1