Ассăн сывласа эсĕ илеттĕн...


Хамăн тусăма Семён Фомина халаллатăп

Ассăн сывласа эсĕ илеттĕн,
ас илеттĕн çамрăк вăхăта,
пурнăçра шавах ăна кĕтеттĕн,
вăл санран инçе пулсассăн та...

Çук, чуну пачах сан кĕвĕçместчĕ,
тулса вĕчĕхместтĕн шухăшпа...
Санăн кăмăлна, тен, пĕлейместчĕç,
çăмăлрахчĕ, тен, сана манпа.

Унăн ачине эс сиктереттĕн,
юрататтăн хăвăн ачу пек,
ыр сунса ăна ĕмĕтленеттĕн:
яланах çӳретĕр телейпе...

Çăмăл мар тумхахлă пурнă çулĕ.
Юратма татах та йывăр, тен.
Асăнтан тухмастчĕ сан Фисули,
санăн Фиска вутлă чĕрӳнтен...

1967-мĕш çул, январĕн 18-мĕшĕ





Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 14
© 12.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика любовная
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1