Чун илемлĕ пулсан


Чун илемлĕ пулсан

Пытанмалла выляççĕ лĕпĕшсем:
чăма-чăма шыраççĕ пĕр-пĕрне.
мĕскĕнлĕхе туймасăрах вĕсем
илем кӳреççĕ тĕнчене.

Вĕсем çине пăхсассăн, куç кĕрет,
тулап сӳнми кăвар пек шанчăкпа.
Кĕсъе çӳхе пулин те — ирĕкре
кал-кал сывлап пур кăмăлпа.

"Пулсан та кивĕ тумтирпе,
е хăш чухне аптратăн выçăпа,
çапах ан ус пуçна. Эс пуринпе, —
калать чĕре, — танах-çке чунупа".

1966-мĕш çул, ноябрĕн 13-мĕшĕ





Рейтинг работы: 0
Количество рецензий: 0
Количество сообщений: 0
Количество просмотров: 23
© 11.10.2017 Юрий Стеклов
Свидетельство о публикации: izba-2017-2083230

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика философская
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1