Сехет


Сехет
Сехет

Ывăнма пĕлмест сехет:
пулăшать вăл пур çынна.
Уйрăмах хыт тĕрĕслет
пирĕн пĕчĕк Палляна.

Тик-так! Тик-так!
Хăвăртрах тумлан, Палля.
Апат çинĕ хыççăнах
сан шкула васкамалла.

Кур, ман пĕчĕк йĕппĕмсем
ăмăртасшăн санпала.
Ан юл эсĕ вĕсенчен —
вăхăтра çӳре шкула.

1966-мĕш çул, ноябрĕн 8-мĕшĕ





Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 14
© 11.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Стихи для детей
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1