Ăнман юрату


Ăнман юрату
Эп ас тăватăп: каçĕ шăпчĕ,
пĕрлеччĕ иксĕмĕр санпа,
каçса кайсах юрлатчĕ шăпчăк
чуна хускатмалла саспа.

Халь урăхла. Пĕччен... Вĕçеççĕ
юр пĕрчисем çине-çинех,
йĕри-тавра чечек тĕрлеççĕ,
хитрен ӳкеççĕ пит çине.

Асăрханса алла илетĕп
юр пĕрчине. Вĕреп хуллен —
вăл ирĕлет. Темме вара эп
аса илеп те сан çинчен,
шута каятăп темĕнччен.

1966-мĕш çул





Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 18
© 11.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика любовная
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0
Сказали спасибо: 1 автор












1