Илем


Илем
Тĕнче илемĕ
куçăм умĕнче!
анчах туймастăп,
ăнланмастăп:
мĕн ма-ха яланах
пулмасть вăл
этем чĕрийĕнче?
Илемлĕх,
теççĕ,
кирлĕ этеме,
анчах
океанри
пĕр пулă пек
ахăракан çут тĕнчере
этем
кирлех-ши
илеме?
Мĕн кирлине
этем
пĕччен
е урăххи
тĕнче илемлĕхне
кăшт чакарса
тивĕçтерсен,
илемлĕ,теççĕ,
çут тĕнче...
Илемлĕ
маншăн та паян
чечек,
вĕçен хур-кайăк,
йывăçсем...
Анчах ултавлă
пурăнан çынсен
илемсĕр чунĕ
пурпĕрех!..

1966-мĕш çул, кĕркунне





Рейтинг работы: 0
Количество рецензий: 0
Количество сообщений: 0
Количество просмотров: 16
© 11.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика философская
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1