Çулçăсем


Çулçăсем
Çулçăсем

Хулпуççи çине ӳкеççĕ
хĕвел питлĕ çулçăсем.
Ывăнни çинчен пуплеççĕ
çу каçа ларса вĕсем.

Сивĕ кĕр уçса пăхасшăн
йывăçсен чиперлĕхне,
çĕр çине хывса хурасшăн
ылтăн тĕслĕ тумтирне.

Куççульпе, ав, йĕрнĕ евĕр
çамрăк хурăн туртăшать,
намăса пĕлмен кĕре, тĕр,
кураймасăр ылханать.

Ман хĕвех вĕçсе ӳкеççĕ
сарă чĕп пек çулçăсем.
Ман çумра ĕмĕтленеççĕ
чун ăшши тупма вĕсем.

1966-мĕш çул, октябрь





Рейтинг работы: 0
Количество рецензий: 0
Количество сообщений: 0
Количество просмотров: 23
© 11.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика пейзажная
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1