Пограничник


Пограничник
Чикĕре хуралта куç хупмасăр
совет пограничникĕ тăрать,
инкек-синкекрен хăрамасăр
тăван чикĕне хураллать.

Вăл хатĕр кайма пур çĕре те,
тăван çĕршывăмăр хуштăр кăна,
пирвайхи çапăçу хирĕнче те
илме хăй çине пирвайхи пульăна.

Хушăран вĕркелет ăшă çил,
пограничник чунне лăпкаса.
Мир хуралĕ тăрать каç та ир,
лăпкă хуласен ыйхине сыхласа.

20.02.1964





Рейтинг работы: 0
Количество рецензий: 0
Количество сообщений: 0
Количество просмотров: 30
© 11.10.2017 Юрий Стеклов
Свидетельство о публикации: izba-2017-2083172

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика гражданская












1