Революци халăхĕ


Революци халăхĕ
Чуралăхри сăнчăр пăвма пуçласассăн,
эс мар-и, тăванăм, хăпартрăн пуçна?
Эс мар-им, юлташăм, çĕклентĕн хаяррăн,
яр уççăн кăтартрăн чулланнă чунна?

Текех эс чăтмарăн, текех эс тӳсмерĕн,
вутланчĕ, хăпарчĕ хăватлă чĕрӳ.
Чăмăртантăн та çапрăн тăшмана хăюллăн
тинех килсе çитрĕ кĕтнĕ çĕнтерӳ.

Эс мар-и, юлташăм, тĕпренех аркатрăн
Раççейĕн çĕрĕшнĕ стенийĕсене?!
Эс мар-и, тăванăм, ĕмĕр тивĕç пултăн
историйĕн паллă страницисене.

Татрăн та кăтартрăн чи малтан эс мар-и
çĕр çинчи пĕр пайăн çĕрĕк сăнчăрне,
коммунизмăн чаплă ăрăвĕпе мар-и
çĕкленчĕ истори уçлăх хушшине?!





Рейтинг работы: 0
Количество рецензий: 0
Количество сообщений: 0
Количество просмотров: 22
© 10.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика гражданская
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1