Йытпыршипе пиçен


Йытпыршипе пиçен
Йытпыршипе пиçен

Пĕлетĕр ĕнтĕ хăвăрах
çумкурăксен усал ĕçне,
анчах сиенĕ ытларах
йытпыршипе пиçен чухне.

Пĕрре уя сисмесĕр ернĕ
тăшман — йытпыршипе пиçен.
Вĕсем уй патшине пĕтернĕ,
колхоз пахчисене иленнĕ,
тунă майĕпенех сиен.

Курма пулать-ха ку чухне "пиçен".
Хамăр колхозсенчех пур-ха, иккен.
Ана çинчи тăшман пек майĕпен
кӳреççĕ халăх хушшинче сиен.

1963-мĕш çул, декабрĕн 12-мĕшĕ






Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 22
© 10.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Сатирические стихи
Оценки: отлично 1, интересно 0, не заинтересовало 0
Сказали спасибо: 1 автор












1