Хĕрарăм телейĕ


Хĕрарăм телейĕ

Октябрĕн нихçан манайми аслă вăйĕ
сулмаклă килсе çапăнсан,
чуралăхра пурăннă хĕрарăмăн сăнĕ
текех сӳнеймерĕ вара нихăçан.

Хĕрарăм сăнарĕ çиçсе чечекленчĕ
çутă та хĕвеллĕ кун пуçлансан,
çӳлерен те çӳле ун çĕкленчĕ
мухтавĕ, арçынĕнпе тан.

Хĕрарăмăн çулĕ халь уçă —
çакна ăнланатăн лайăххăн эс.
Вĕçевçĕ, тухтăр, тĕрлĕрен пĕлӳçĕ
пулма ирĕк панă КПСС.





Рейтинг работы: 0
Количество отзывов: 0
Количество просмотров: 10
© 09.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Лирика гражданская
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1