Шăши


Çăмăл пурнăç шыра-шыра
шăши иленнĕ тулли ампара.
Сар тулă илĕртнĕ ăна çаплах,
сукмак тума пуçлать вара часах.

Хурал тăран йывăç Капкăн туса
така ашĕпе чаплăн чыс туса,
майĕпен туртать сарă тулăна
хĕл каçмаллăх ăшă йăвана.

Шăши евĕр çынсем пурнăçра
тĕл пулаççĕ часах колхозра.
Йывăç Капкăн туссем вырăнне
лартас пулать тимĕррисене.

12.12.1963





Рейтинг работы: 0
Количество рецензий: 0
Количество сообщений: 0
Количество просмотров: 15
© 09.10.2017 Юрий Стеклов

Рубрика произведения: Поэзия -> Сатирические стихи
Оценки: отлично 0, интересно 0, не заинтересовало 0












1